Чун-чĕре тивĕçĕ - чăвашлăхшăн тăрăшасси

30 Утă, 2019

Паян Туслăхсен çуртĕнче ЧНК пресс-службин ертÿçин Зоя Яковлевăн юбилейне хатĕрленĕ "Чун-чĕре тивĕçĕ" курав уçăлчĕ. Унта Зоя Аркадьевна тĕрлĕ çулта тунă тата унăн ĕç-хĕлне халалланă сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă.

Çак ятпа йĕркеленĕ уяв каçне чăвашлăх ĕçĕн хастарĕсем, Зоя Яковлевăн пултарулăхне хисеплекенсем йышлă пухăнчĕç. ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, Анатолий Ухтияров вице-президент, Туслăх çурчĕн директорĕ Алексей Иванов Зоя Аркадьевнăн пултарулăхне пысăк хак пачĕç, унăн ĕçĕ тĕнчери чăвашсен туслăхне çирĕплетнине палăртрĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

 

     

Рубрика: 

Комментари хушас