чăвашлăх

25 Ака, 2018

Чăваш чĕлхи кунĕ "Хыпар" издательство çурчĕшĕн уявран та уяв

Чăваш чĕлхи кунĕ пирĕншĕн, чăваш хаçатĕнче ĕçлекенсемшĕн, пысăкран та пысăк уяв. Чăваш чĕлхи - пирĕн ĕç хатĕрĕ çеç те мар. Ĕçтешĕмĕрсем чăнласа та шÿтлесе калашле, "чăваш чĕлхи - пире çăкăр çитерекенĕ" те.

24 Ака, 2018

Юнпа кăна мар, чунпа та чăваш

Иван Яковлевич чăваш халăхне пехиллесе хăварнă Халала вуламан чăваш çук пулĕ. Унти кашни сăмахра Çутта кăларуçăн чĕри канăçсăррăн тапнине туятăн. Пĕтĕм пурнăçне тăван халăхне панă çын чăвашсене таса чунлă тата мал курăмлă пулма пиллет. Унти тĕп шухăшсене тепĕр хут аса илер.

Халал тĕшши тавра

13 Ака, 2018

Теччĕре "Яковлев еткерлĕхĕ - тĕнче пуянлăхĕ" ăслăлăх-практика конференцийĕ ĕçлет

Теччĕ çĕрĕнче чăваш, тутар, мордва, вырăс халăхĕсен ывăлĕ-хĕрĕ пĕр çемьери пек туслă килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем паян Шупашкар хăнисене тăватă халăх юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе кĕтсе илчĕç.

13 Ака, 2018

Иван Яковлева халалланă уяв Тутарстанра иртет

Паян Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнче чăваш халăхĕн çутта кăларуçи Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсем иртеççĕ.  Унта Чăваш наци конгресĕн, Чăваш Республикинчи Туслăх çурчĕн,

Pages