Иван Яковлева халалланă уяв Тутарстанра иртет

13 Ака, 2018

Паян Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнче чăваш халăхĕн çутта кăларуçи Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсем иртеççĕ.  Унта Чăваш наци конгресĕн, Чăваш Республикинчи Туслăх çурчĕн, регионсенчи чăваш культура автономийĕсен представителĕсем хутшăнаççĕ.

Чăваш Ен делегацине Патриархăн тăван ялĕнче - Кăнна Кушкинче - хапăл туса кĕтсе илчĕç. И.Я.Яковлев уçнă шкул умĕнче, хальхи вăхăтра унта  Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн кун- çулĕпе тата ĕçĕ- хĕлĕпе паллаштаракан музей вырнаçнă, митинг иртрĕ. Палăк умне чĕрĕ чечек кăшăлĕсем хучĕç, музейпе, шкулпа паллашрĕç. Шкулта ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Унтах концерт иртрĕ.

Кăнна Кушкинче чăваш халăхĕн культурин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă сахал мар çын çуралса ÿснĕ. Çак йышра - А.Алга, И. Максимов- Кошкинский, Т. Петĕркке, А. Казакова... Шупашкарсем паллă çак çынсене асăнса уçнă комплексра та пулчĕç, Асăну хăмисен умне чечексем хучĕç.
 

Рубрика: 

Комментари хушас