Эпир пулнă, пур, пулатпăр…

19 Ака, 2018

Çак сăмахсене шута илсе пурăнаççĕ те Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи чăвашсем. Нумаях пулмасть Аслă Аксу ялĕнче И.Я.Яковлев 170 çул тултарнине халалласа регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Шупашкартан тата Хусантан килнĕ хăнасене хапăл тусах кĕтсе илчĕç.
Шупашкартан уява Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçипе Геронтий Никифоровпа, Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн ертÿçин çумĕпе Александр Магаринпа тата Шупашкарти 10-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕпе Алина Егоровăпа пĕрле кайрăмăр.
Культура керменнекĕрсенех асамлă чăваш тĕнчине лекнĕнех туйăнчĕ. Ачасем пурте чăваш тумĕпе, пĕр-пĕринпе чăвашла хутшăнаççĕ. Вĕсем калаçнине итлерĕм. Мĕнле таса та илемлĕ чăваш чĕлхипе калаçаççĕ-çке вĕсем. «Чĕлхе пĕтмесĕр халăх пĕтмест», — тенĕ. Апла пулсан çак ачасенче — халăхăмăрăн пуласлăхĕ.
Наукăпа практика конференцине килнисене Аслă Аксу ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Храмов, шкул директорĕ Юрий Мутин саламларĕç. Çак ялти ачасем Иван Яковлевичăн пурнăçĕнчи саманчĕсене выляса кăтартрĕç.
Ун хыççăн вĕренекенсем 4 уйрăма пайланса ĕçлерĕç. Кунта Шăмăршă районĕн Палтиел шкулĕн ачисем те хутшăнчĕç.
Пирĕн инсценировкăсен секцийĕнче жюри пулма тÿр килчĕ. Маттурскерсем И.Я.Яковлевăн калавĕсем тăрăх сценкăсем лартрĕç. Вĕсен хушшинче артист пулмалли пултаруллă ача чылай: Аслă Аксури Мария Храмова /тилĕ ролĕ/, Кивĕ Çĕпрелти Дмитрий Николаев /лаша шыракан/, Хурăнвар Шăхальти Никита Лукьянов /сехет çĕмĕрекен/ тата Кирилл Тарасов /И.Я.Яковлев ролĕ/.
Район центрĕнчен килнĕ ачасем те чăвашла лайăх калаçаççĕ. Çитĕнекен ăру вырăсланманни палăрать. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Светлана Ларионова пĕлтернĕ тăрăх, Çĕпрел районĕнчи пур шкулта та вĕренекенсем чăваш чĕлхине наци программипе ăса хываççĕ.
Çак мероприятие хатĕрлеме çăмăл мар пулнине пурте лайăх чухлатпăр. Шкул коллективĕ пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени курăнать. Кунта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕн Валентина Ярмушовăн тÿпи пысăк. Вăл ачасемпе тĕрлĕ конкурса ялан хутшăнать. Нумаях пулмасть Чăваш наци конгресĕ, «Хыпар» издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ ирттерекен «Сăваплă ят» викторинăра та палăрчĕç вĕсем. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.