Юнпа кăна мар, чунпа та чăваш

Иван Яковлевич чăваш халăхне пехиллесе хăварнă Халала вуламан чăваш çук пулĕ. Унти кашни сăмахра Çутта кăларуçăн чĕри канăçсăррăн тапнине туятăн. Пĕтĕм пурнăçне тăван халăхне панă çын чăвашсене таса чунлă тата мал курăмлă пулма пиллет. Унти тĕп шухăшсене тепĕр хут аса илер.

Халал тĕшши тавра

<...> Иван Яковлевичăн ырми-канми ĕçленипе пухăннă ăс-хакăл еткерне халь пĕтĕм тĕнче тенĕ пек пĕлет. Вĕрентекенĕмĕрĕн ятне çамрăк ăру сăваплăн асăнать, унăн пехилĕсене упрама, ăнланма тăрăшать.
<...> Иван Яковлев йĕркеленĕ шкулăн, алфавитăн, букварĕн пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк. Ун вăйĕпе Атăлпа Урал хушшинче уçнă вун-вун, çĕр-çĕр шкулта, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухнă çĕр-çĕр, пин-пин ача чăваш, тутар, ирçе-мăкшă, пушкăрт ывăл-хĕрне хутла вĕрентнĕ, пурнăç çулĕ çине шанчăклăн тăма пулăшнă.
Хăй ăс панă ачасемех каярахпа Яковлев тунă ĕçсене сивлени пулнă. Чун халалĕн шăпи кăна мар, ăна çыраканĕн ватлăхри ăраскалĕ хурлăхлă килсе тухнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулне хупнă, наци шкулĕсенче ачасене тăван чĕлхепе вĕрентме чарăнни те пулнă.
Анчах пирĕн ватăсем: «Ыр çынна икĕ ĕмĕр те сахал», — тени тÿрре килчĕ. Ырă çын пĕр е темиçе çынна кăна ырă туса хăварнă пулсан та унăн сăваплă тата пархатарлă ĕçне чылайччен чун-чĕререн кăлармаççĕ. Ырă çыннăн паттăрла ĕçĕсем пĕтĕм халăх шăпипе, телейĕпе, пуласлăхĕпе çыхăннă пулсан вара — вăл чăннипех те вилĕмсĕр. Тăван халăхăн уйрăмах хисеплĕ, Улăп пек паттăр ывăлĕсенчен пĕри — шăпах Иван Яковлев. Мĕншĕн тесен вăл хăй вăхăтĕнче, чăваш халăхĕн çырулăхĕ те, професси шайĕнчи искусство та пулман тапхăрта, чăваш халăхне пуласлăхпа шанчăк çулне кăтартса хăварнă.

Халăха тăван чĕлхи кирлĕ

<...> Кăçалхи уява мĕнле палăртатпăр-ха? Иккĕленÿ çук, Шупашкарта кăна мар, республикăн кашни кĕтесĕнче, çавăн пекех йăхташăмăрсем пурăнакан пур регионта та Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе мероприятисем йĕркелĕç. Ячĕшĕн çеç ан пулччăр вĕсем. Хамăрăн иртнĕ чăнлăха чунпа-чĕрепе туйса, паянхи кун пĕлтерĕшĕпе шайлаштарса хакласчĕ. Пуçа, чуна канăçсăрлантараканни пайтах-ха паян та. Шупашкарпа Канаш, Куславккапа Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри е республикăри ытти хула кăна мар, чăваш ялĕсем те чăваш пулма пăрахрĕç. Пĕр вунă çул каяллах республикăра Раççей Наукăсен академийĕ çумĕнчи Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн ĕçченĕсем экспедицире пулнăччĕ. Ун чухне ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе «Чăваш Республикинчи чĕлхе лару-тăрăвĕ çинчен» ĕç хатĕрленĕччĕ. Ыйтса пĕлнĕ çынсенчен 98,8 проценчĕ чăваш чĕлхине тăван чĕлхе тесе йышăннă, вĕсенчен 93,8 проценчĕ унпа çемьере усă курнă; ачасемпе — 71,7 проценчĕ, мăшăрĕсемпе — 83,8 проценчĕ; мăнукĕсемпе — 43,1 проценчĕ. Асăрхарăр-и: çамрăк ăрăвăн пĕр пайĕ çеç тăван чĕлхене ăса хывса çитĕнет. Апла ун хыççăн килнĕ паянхи ăру ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе пуплеме пултарасси иккĕлентерет. Шухăша яракан тепĕр цифра та пурччĕ асăннă ĕçре. «Ачасене хăш чĕлхепе вĕрентме сĕнетĕр?» ыйту пирки çапларах хурав пулнă: 55,6 проценчĕ 1-4-мĕш классенче ачасене тăван чĕлхепе вĕрентме сĕннĕ; 13,9 проценчĕ — 5-11-мĕш классенче; 43,9 проценчĕ аслă классенче вырăсла вĕрентмеллине палăртнă.

«Чан çапма» вăхăт çитнĕ

Чĕлхе кун-çулĕ вăрăм пуласси унпа общество- политика тытăмĕнче, кил, вĕренÿ шайĕнче мĕнле усă курнинчен нумай килет. Чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ пулсан та çивĕч ыйту татăлман. Чăваш Енри 300 яхăн шкул наци шкулĕ шутлансан та вĕсенче тăван чĕлхене пуçламăш классенче кăна вĕренеççĕ, аслă классенче вăл предмет шутĕнче кăна.
Çапла, пĕчĕккĕн мар, пысăк хăвăртлăхпах вăйсăрланма пуçларăмăр та — çитес ĕмĕрсенче мĕн юлĕ пиртен, чăвашсенчен? Хамăрăн пин-пин çулхи историе хамăр сиссе юличченех çухатăпăр-и? Хальлĕхе тĕнчери 4 пине яхăн этника ушкăнĕнче, йышпа 1 миллион ытла шутланакан халăхсен хушшинче тăратпăр. Раççейре те хальлĕхе кайрисен йышĕнче мар. Çапах лăпланмалли сăлтав-и çакă? Çук, паллах. Юлашки икĕ çырав хушшинче 200 пин йăхташăмăра çухатрăмăр. Юлнисенчен те самай пысăк пайĕ тăван чĕлхепе пуплемест. Çаксем пирки калаçмалла кăна мар, «чан çапмалла» пирĕн. Чĕлхемĕр пирки çулталăкра пĕр кун кăна аса илме пуçласан чĕлхесĕр халăх пулса юласси те инçех мар. <...> Тулли верси...

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.