çамрăксем

18 Çĕртме, 2019

Студентсене эвакуациленĕ

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экзамен вăхăтĕнче аккумулятор çунма пуçланă. Студентсене эвакуациленĕ. Асăннă пĕлÿ çурчĕ умне 6 пушар машини тата васкавлă пулăшу ĕçченĕсем çитнĕ.

7 Çу, 2019

Çĕнтерÿ диктанчĕ: ан чактăр çав кунсен хисепĕ

Паян Раççей халăхĕ, çавăн пекех ют çĕршывсенче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паллă пулăмĕсене халалланă диктант çырчĕç.

7 Çу, 2019

Информаци технологийĕсен аталанăвне сÿтсе яврĕç

«Информаци технологийĕсем: обществăшăн, бизнесшăн тата влаçшăн» — шăпах çак ятпа паян Шупашкарта форум иртрĕ.

11 Ака, 2019

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял хуçалăх академийĕн студенчĕсемпе калаçрĕ

Паян ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсемпе уҫӑ калаҫу ирттерчӗ. Ҫавӑн пекех тӗлпулура ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов, ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, академи ректорӗ Андрей Макушев пулчӗҫ.

5 Ака, 2019

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци иртет

Чăваш Республикин вĕрентÿ учрежденийĕсенче «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцин çурхи тапхăрĕпе килĕшÿллĕн мероприятисем иртеççĕ.

Pages