Комментари хушас

18 Çĕртме, 2019

Студентсене эвакуациленĕ

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экзамен вăхăтĕнче аккумулятор çунма пуçланă. Студентсене эвакуациленĕ. Асăннă пĕлÿ çурчĕ умне 6 пушар машини тата васкавлă пулăшу ĕçченĕсем çитнĕ.

Сăлтавĕ — лаборатори ĕçĕсем ирттермелли аккумуляторăн заводри кăлтăкĕ. Студентсем каласа кăтартнă тăрăх, экзамен пуçланса вĕсем билет «туртма» ĕлкĕрнĕ кăна, пушар тревоги янăранă. Университетра тĕтĕм шăрши сарăлнă. Телее, инкек тÿснисем пулман. Экзамена урăх куна куçарнă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА.