ЧПУри лабораторисенче шкул ачисем те вĕренеççĕ
«Электроникăпа паян тĕнчипех ытларах та ытларах кăсăкланаççĕ. Электроника малалла та аталанса пырĕ. Çак отрасель тата вăйлантăр тесен Шупашкарта пĕр-пĕр предприяти çумĕнче электроника центрĕ уçсан аван пулмалла», - палăртрĕç паян пухăннисем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Г» тата «В» корпуссенчи электрооборудованипе çыхăннă тĕрлĕ лабораторипе паллашнă май.