Тĕп тĕллев - çамрăк специалистсене яла илĕртесси

«Эпĕ педуниверситета Ямал-ненец автономи округĕнчен вĕренме килнĕ. Диплом илсен Шупашкарта ĕçлеме юлтăм. Мана кунта питĕ килĕшет. Халĕ 45-мĕш шкулта истори предметне вĕрентетĕп. Шкулта тÿлевлĕ кружоксем йĕркеленипе аванах ĕçлесе илме пулать. Анчах ăна мĕнле тумаллине нумай преподаватель пĕлмест. Аслă шкулта 4-5-мĕш курссенче вĕреннĕ чухнех студентсене çак вăрттăнлăхсене уçмала. Шел, педуниверситетра класс ертÿçи пулма тата ачасен ашшĕ-амăшĕпе мĕнле ĕçлемеллине вĕрентмеççĕ. Çавăнпа, манăн шухăшпа, çамрăк специалиста ĕçлеме пуçланă çулхинех класс ертÿçине çирĕплетмелле мар», — сĕнчĕ паян Александр Григорьев «Тĕллевлĕ вĕренĕвĕн тытăмне çĕнетни Чăваш Республикинчи кадр ыйтăвне аталантармалли çул-йĕр пулса тăрать» «çавра сĕтелте».

Мероприяти И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. «Ку тема паян çав тери çивĕч. Эпир юлашки çулсенче çĕнĕ садиксем тăватпăр, çĕнĕ, хальхи йышши оборудованипе пуян шкулсем хута яратпăр. Специалистсем валли малашлăх çулне уçса паратпăр. Учитель профессийĕ пĕлтерĕшне пĕрре те çухатман. Пирĕн тĕллев — çамрăк вĕрентекенсене ялсемпе хуласенчи шкулсене илĕртесси», - терĕ Михаил Васильевич.

Сăмах май, статистика кăтартăвĕсем тăрăх, асăннă педуниверситетран вĕренсе тухакансенчен 70 проценчĕ паян хăйсен специальноçĕпе ĕçлет. «2020 çултан «Земство учителĕ» программа ĕçлеме пуçлать. 2018 çулта Чăваш Енри ялта вырнаçнă шкулсенче /Шупашкар, Муркаш тата Çĕмĕрле районĕсенче/ 13 ваканси пулнă. 2019 çулта асăннă районсенчех 20 ваканси шутланнă. Ялти шкулсенче çĕнĕлле ĕçлеме пултаракан çамрăк вĕрентекенсем кирлех», - шухăшне палăртрĕ ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов.

Педуниверситетра чăваш тата вырăс филологийĕсен факультетĕнче 5-мĕш курсра вĕренекен Оксана Салмина диплом илсен ялти шкула ĕçлеме кайма тĕллев лартнă. Анчах Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕ хĕре ăçта пурăнасси шухăшлаттарать. «Çамрăк специалистсене пурăнмалли вырăнпа пулăшма май çук-ши?» - тет вăл.

Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, шкулсенче çамрăк специалистсене уйăхсерен пиншер тенкĕ пособипе хавхалантараççĕ. Педуниверситетри 4-5-мĕш курс студенчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. 

«Çавра сĕтел» умĕн педуниверситетра аслă курссенче вĕренекенсен хушшинче ыйтăм ирттернĕ. Унти хуравсене тишкерсен акă мĕн асăрхама пулать. Диплом илсен 17 проценчĕ çеç ялти шкула кайма хатĕр. 38 проценчĕ Шупашкарти пĕлÿ заведенийĕсенче ĕçлес кăмăллă. Ыттисем Мускав, Хусан тата ытти хула пирки ĕмĕтленеççĕ. Студентсенчен 63 проценчĕ учительте ĕçлесшĕн. Анчах хăйсене интреслентерекен вырăн тупăнсан кăна… Вĕрентекенĕн шалăвĕ 50 пин тенкĕрен кая мар пулмалла тесе шухăшлать çамрăк ăру. 

СĂМАХ МАЙ

«Земство учителĕ» программа 2020 çулта кăрлачăн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать. Унпа килĕшÿллĕн ялти шкула ĕçлеме каякан вĕрентекенсене пĕр миллион тенкĕ тивĕçет. Документсене кăрлачăн 10-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас