Информаци технологийĕсен аталанăвне сÿтсе яврĕç
«Информаци технологийĕсем: обществăшăн, бизнесшăн тата влаçшăн» — шăпах çак ятпа паян Шупашкарта форум иртрĕ. Йăлана кĕнĕ çак мероприятие хальхинче Чăваш Енри IT-отраслĕн представителĕсемпе пĕрлех Мускавран килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç.
Форума ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов уçрĕ. Вăл хальхи вăхăтра информаци технологийĕсем питĕ хăвăрт аталанса пынине палăртрĕ. Асăннă отраслĕн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. 2018 çулта Чăваш Енре пурăнакан 15-72 çулсенчи çынсен 73% патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă мелпе илнине пĕлтерчĕ. Кăçалхи тĕллевсем пирки те чарăнса тăчĕ.
Раççейĕн тĕп хулинчен ятарласа килнĕ хăна — Мускав политехника университечĕн информаци технологийĕсен факультечĕн деканĕн заместителĕ Марина Даньшина — цифра экономикин тапхăрĕнче университетсен мĕнлерех ĕçлесен аван пуласси пирки доклад турĕ. Информаци технологийĕсен отраслĕ валли кадрсем хатĕрлессин ыйтăвĕ тавра калаçрĕ.
Мероприятие килнисем пленарлă лару хыççăн икĕ секцие пайланса ĕçлерĕç. «Цифра трансформацийĕн технологийĕсем» тата «Электронлă пулăшусем — гражданинпа влаç хутшăнăвĕсен тĕкĕрĕ» темăсене сÿтсе яврĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас