Комментари хушас

Паян Раççей халăхĕ, çавăн пекех ют çĕршывсенче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паллă пулăмĕсене халалланă диктант çырчĕç.

Кăçал пĕрремĕш хут йĕркеленĕ акцие Чăваш Ен те хастар хутшăнчĕ. Тăван çĕршыв историйĕпе кăсăкланакансем тĕп хулари Наци библиотекине, Çĕнĕ Шупашкарти 8-мĕш тата 17-мĕш шкулсене пухăнчĕç. И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУна диктант çырма пынисене Андрей Александров ректор, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Андрей Александров хăй акцие Раççей гражданинĕ, патриот пек хутшăннине пĕлтерчĕ. Унăн та аслашшĕ-кукашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа çапăçнă. «Синкер çав çулсенче тăнăç пурнăçа хÿтĕлесе 27 миллин ытла çын пуç хунă. Пирĕн çав паттăрсен мухтавлă ĕçĕсене ĕмĕр асра тытмалла, çакăн евĕрлĕ мероприятисене хутшăнса вĕсен ятне вилĕмсĕрлетмелле», — терĕ Андрей Юрьевич.

Диктанта тĕрлĕ ĕçре тăрăшакан тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем — студентсем, шкул ачисем, депутатсем, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем — çырчĕç. Хисеплĕ çынсен шутĕнче 95 çулти ветеран Евгений Беляев пулчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа куçа-куçăн тăрса çапăçнăскер, аслă шкулта чылай çул истори вĕрентнĕскер çакнашкал акцисен пĕлтерĕшĕ, уйрăмах çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе, пысăк пулнине палăртрĕ.

«Çĕнтерÿ диктанчĕ» акцие Мускавран Çĕнтерÿ музейĕнчен старт пачĕç. Ыйтусене хуравлама 45 минут уйăрнă. Заданисене историксем хатĕрленĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паллă датăсемпе, пулăмсемпе, çапăçусен географийĕпе, историре тарăн йĕр хăварнă çынсемпе, палăксемпе, ытти самантпа çыхăннă. Кĕске хушăра чи нумай ыйтăва тĕрĕс хуравланисем диктант çĕнтерÿçисем пулса тăраççĕ. Мала тухакансене район, республика тата федераци шайĕнче палăртаççĕ.

Морис ЯКЛАШКИН, ЧАССР искуствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ:

— Эпĕ сывлăшри оборона çарĕсен ретĕнче икĕ çул службăра тăнă. Кайран комсомолта инструкторта ĕçленĕ. Çавна май çĕршыв историне яланах лайăх пĕлнĕ. Диктант çырма хаваспах хутшăнтăм. Манăн шухăшăмпа — çакнашкал акцисем питĕ кирлĕ. Вĕсем ăс-тăна çĕнетме пулăшаççĕ. Вăрçă мĕнле пуçланнă? Пирĕн салтаксем епле çапăçнă? Çак тата ытти пулăм пирки кашни çыннăн пĕлмелле. Жуков, Рокоссовский, Конев, Малиновский, Чуйков… Çак ятсене илтсен чун-чĕрене мăнаçлăх çавăрса илет. Вĕсем иртнĕ вăхăт паттăрĕсем çеç мар, ĕнерхи, паянхи, ыранхи ăрушăн та çутă тĕслĕх шутланаççĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: