больницăсем

31 Кăрлач, 2020

Уçă алăксен кунĕ иртет

Нарăсăн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Президент перинаталь центрĕнче 8 сехетрен пуçласа 13 сехетчен республикăра пурăнакансем валли Уçă алăксен кунĕ иртет.

Малтанах çырăнса хума регистратурăн çак телефонĕсемпе çыхăнмалла: 8/8352/58-20-73, 58-25-68. Акушер патне черете çырăнма 58-25-68 номерпе çыхăнмалла. Ача-пăча гинекологĕ патне ыйту пулсан 63-20-34 номерпе шăнкăравламалла. Электрон регистратура та яланах уçă.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

31 Кăрлач, 2020

Вĕренÿ: «Кĕме юрамасть. Карантин»

Паян республикăри катастрофа медицинин тата васкавлă медпулăшу центрĕн специалисчĕсем коронавирус ернĕ пациента пулăшу парас тĕлĕшпе вĕренÿ ирттерчĕç.

13 Кăрлач, 2020

Шупашкарта çĕнĕ поликлиника уçăлчĕ

Сывлăх сыхлавĕн керменĕ — шăпах çапла хакларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Шупашкар хула тĕп больницин нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиникине савăнăçлă лару-тăрура уçнă май. 17 пин тăваткал метр лаптăк йышăнакан çĕнĕ çуртра ăшă, çутă, таса, хăтлă, çавăнпа ăна чăнласах та кермен темелле.

13 Çу, 2019

Уçă алăксен кунĕнче сывлăха тĕрĕсленĕ

Çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин медицина учрежденийĕсенче Уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ.

24 Ака, 2019

Полпред ачасен больницинче пулчĕ

Паян Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ĕçлĕ çÿревпе Чăваш Ене килсе çитрĕ. Шупашкарти тĕрлĕ обьектра пулĕ вăл, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашĕ.

Pages