Полпред ачасен больницинче пулчĕ

24 Ака, 2019

Паян Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ĕçлĕ çÿревпе Чăваш Ене килсе çитрĕ. Шупашкарти тĕрлĕ обьектра пулĕ вăл, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашĕ.

Малтанах Игорь Анатольевич Гладков урамĕнчи 27-мĕш çуртра вырнаçнă Республикăри ачасен клиника больницине çитсе курчĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕп тухтăр, аслă категориллĕ врач, медицина наукисен кандидачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ Анатолий Павлов паллаштарчĕ. Анатолий Александрович пĕлтернĕ тăрăх, ачасен клиника больници 1985 çултанпа ĕçлет. Больница çумĕнчи амбулаторипе поликлиника уйрăмне çулталăкне 100 пин ытла пациент пулăшу ыйтма килет. Кунта çулталăкне 10 пин ытла операци тăваççĕ. Çамрăк пациентсене 115 врач медицина пулăшăвĕ парать. Телемедицина технологийĕсене аталантараççĕ: Раççейри клиникăсенчи специалистсемпе — 200 ытла, республикăри медицина организацийĕсемпе 658 телеконсультаци ирттереççĕ. Асăннă больница врачсен квалификацине ÿстермелли никĕс тата медицина центрĕ шутланать. Юлашки виçĕ çулта Республикăри ачасен клиника больницин техника базине çирĕплетме 71515,6 пин тенкĕ уйăрнă. Çав шутран больницăн стационарне тата поликлиникине юсаса çĕнетнĕ.

Пысăк хăнана врач умĕн пациентсене йышăнмалли, медицина картисене çырса хатĕрлекен, компьютер томографисем тăвакан пÿлĕмсемпе, анестезиологипе реанимаци уйрăмĕпе паллаштарчĕç. Çĕнĕ йышши технологисем вырнаçтарнă асăннă уйрăмра паян - 12 койка. Пĕлтĕр реанимаци уйрăмне юсаса çĕнетме республика бюджетĕнчен 128 миллион тенкĕ уйăрнă. Кун пирки тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче вуласа пĕлме пулĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас