Комментари хушас

13 Кăрлач, 2020

Шупашкарта çĕнĕ поликлиника уçăлчĕ

Сывлăх сыхлавĕн керменĕ — шăпах çапла хакларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Шупашкар хула тĕп больницин нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиникине савăнăçлă лару-тăрура уçнă май. 17 пин тăваткал метр лаптăк йышăнакан çĕнĕ çуртра ăшă, çутă, таса, хăтлă, çавăнпа ăна чăнласах та кермен темелле.

Çĕнĕ 2020 çулта уçăлакан пĕрремĕш объекта курмашкăн тата хакламашкăн çын йышлă пухăннă: медицина ĕçченĕсем, çак çуртра малашне медицина пулăшăвĕ илме пуçлакансем. 

Палăртни вырăнлă: юлашки 30 çулта пирĕн республикăра хăй тĕллĕн, уйрăм çуртăн тăракан çакăн пек пысăк поликлиника уçăлман. Пĕчĕкреххисене, пурăнмалли çуртсен 1-мĕш хутĕнче вырнаçнисене, хута янă-ха, кун пекки — пĕрремĕш хут! Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ тĕле питех те кăмăллă парне ку!

Поликлиника 3 блокран тăрать: çав шутран 2-шĕ — 4 хутлă, пĕри 5 хутлă. Вăл 40 пине яхăн çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Вăл пĕр сменăра 500 çынна йышăнма пултарать. Кунта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те йĕркеленĕ. Поликлиника тытăмĕнче — медицина пулăшăвне çийĕнчех кÿмелли пÿлĕмсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн тата терапи, ытти специалист уйрăмĕсем, шыçă чирĕсен амбулатори пулăшăвĕн центрĕ, диагностикăпа сиплев уйрăмĕ, клиникăпа диагностика лабораторийĕ, хĕрарăмсен консультацийĕ, профилактика уйрăмĕ, кăнтăрлахи стационар тата ача-пăча служби. Учреждение хальхи йышши çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ: çав шутрах — флюорографи, маммографи тата рентген оборудованийĕпе, çавăн пекех компьютер томографĕпе.

Сумлă хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн çĕнĕ поликлиникăна кĕрсе курчĕç. Вĕсем чи малтанах регистратура ĕçĕпе паллашрĕç. Хăнасем çавăн пекех флюорографи, рентген, компьютер томографийĕн, УЗИ пÿлĕмĕсене кĕрсе курчĕç. Шыçă чирĕсен амбулатори пулăшăвĕн центрĕн ĕçĕпе кăсăкланчĕç. Кăнтăрлахи стационара кĕрсе курчĕç.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.