Аслă çĕнтерÿ: 70 çул

30 Ака, 2015

Юлашки çыру

«Çак çырăва хамăн пĕртен пĕр юратнă тусăм Маня патне 1941 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче çыратăп. Ну, Маня! Эпĕ çырăвăн малтанхи йĕркинчех манран вут пек хĕрÿллĕ, командирла салам йышăнма ыйтатăп. Тусăм, сирĕн пата текех çырассăн туйăнманччĕ. Çапах та çав телейлĕ кун çитрĕ иккен. Ку çырăва Беларуçри Азаровичирен çыратăп.

30 Ака, 2015

Уявра парад та пулĕ

Этемлĕх историйĕнчи чи юнлă вăрçăн хаяр çулĕсенче кăтартнă паттăрлăхăн сÿнми çути вуншар-вуншар çул иртсен те пирĕн чунсене çутатса, вăй парса тăнине пурнăç хăй çирĕплетрĕ. Çухатусен йывăр ыратăвне тÿссе, хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем мирлĕ, тăнăç пурнăçăн ирĕкне упраса хăварнă. Тăван республикăмăр та Çĕнтерĕве сăмахпа хаклама çук пысăк тÿпе хывнă. Унăн мухтавлă 208 пин ытла ывăлпа хĕрĕ тăшмана тĕп тума пысăк ĕненÿпе тата шанăçпа фронта тухса кайнă: çапăçу хирĕсенче харсăрлăхпа паттăрлăх тата хастарлăхпа хăюлăх кăтартса ĕмĕрлĕхех чап тата чыс çĕнсе илнĕ.

29 Ака, 2015

Григорий Моклаков: «Юрăпа эп пурнăçа юратрăм...»

Григорий Васильевич Моклаков - композитор, баянист, Чăваш Республикин Композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче чăваш тĕнчинче унăн ятне пĕлмен-илтмен çын та пулман пулĕ. Уйрăмах Василий Алентей сăввипе вăл кĕвĕленĕ "Лена партизанка" юрă тăтăшах янăратчĕ.

29 Ака, 2015

Манăн пичче - танкист

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кашни çемьеренех хутшăннă. Манăн пичче те тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Вăрçăран таврăнсан вут-çулăм витĕр утса тухнă кун-çулне час-часах асаилетчĕ.

Леонид Михайлович Михайлов 1925 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Калинин районĕнчи /халĕ - Вăрнар/ Уйкас Явăшра çуралса ÿснĕ. Çичĕ класс пĕтерсен колхозра вăй хунă.

Хаяр вăрçă пуçлансан ялти каччăсем, арçынсем фронта тухса кайнă. Вăйпитти çын юлманнипе 1942 çулта пиччене, 17 çулти йĕкĕте, бригадира суйланă. Çулталăкран ăна та вăрçа кайма повестка çитнĕ.

Pages