Григорий Моклаков: «Юрăпа эп пурнăçа юратрăм...»
Григорий Васильевич Моклаков - композитор, баянист, Чăваш Республикин Композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче чăваш тĕнчинче унăн ятне пĕлмен-илтмен çын та пулман пулĕ. Уйрăмах Василий Алентей сăввипе вăл кĕвĕленĕ "Лена партизанка" юрă тăтăшах янăратчĕ.
... Виличчен пурпĕрех Лена тупрĕ вăй-хал.
Ак çĕкленчĕ пĕртен-пĕр гранат.
Партизанкăн юлать вăхăт питĕ сахал,
Хăй çавах тăшмана аркатать.
Çиçтĕпе ялĕнче ÿснĕ Лена, Ленук.
Çĕршыва вăл юратнă чунтан.
Тăван халăх ăна нихăçан манас çук,
Паттăр Лена умра пек ялан.
Сăвăç сăмахĕсемпе хурлăхлă кĕвĕ чĕрĕлĕхĕ кирек камăн куçне шывлантаратчĕ: "Лена çамрăк хĕр çеç. Курмалли ун нумай. Пурнăç хаклă пире кашнинех..."
Çĕр юрă ытла кĕвĕленĕ Григорий Васильевич. Вĕсем Мускавра, Киевра, Волгоградра, Прагăра пичетленсе тухнă. Хĕрĕхе яхăн юрă Чăвашрадио фондĕнче упранать. Халăх хушшинче "Манас çук", "Вилĕмсĕрлĕх", "Салтак арăмĕ", "Никита Зарубин", "Чикĕре" тата ытти юрăсем анлă сарăлнăччĕ.
Пулас композитор 1928 çулхи августăн 5-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Кăвар чĕреллĕ сăвăç Çеçпĕл Мишши сăвва кĕртнĕ Кавал ялĕпе Григорий Моклаков паян кун та мухтанать, мăнаçланса пурăнать. Кам-кам çуралса пурнăç çулĕ çине тухман-ши кунтан? Михаил Юрьев драматург, Дмитрий Исаевпа ?Авраль% Виктор Рзай писательсем, ялхуçалăх производствин паллă ертÿçи, Социализмла Ĕç Геройĕ Василий Степанов, ятлă-сумлă юристсем Василий Долговпа Петр Пряников, Николай Садюков художник, паллă ăсчахсем, спортсменсем...
Вăрçăччен
Çÿллĕ, хитре сăн-питлĕ, хура кăтра çÿçлĕ Гриша Моклаков ялти çамрăксен пĕтĕм ĕç-хĕлне, вăййисене пуçараканĕ пулнă. Шкулта ăна вожатăй, хĕрлĕ кĕтес пуçлăхĕ, учком председателĕ пулма суйланă. Стена хаçачĕпе "Серепе" журнал кăларса тăнă. Вунă çулта çăпата тума вĕреннĕ. Пасарта пĕр мăшăрне 1,5-2 тенкĕпе сутнă. Пухăннă укçипе укăлчари ăмăртура чупса, çÿллĕшне, тăршшĕне сиксе мала тухнă çĕнтерÿçĕсене парнесем парса хавхалантарнă.
"Кăтра Гриша" ?ăна çапла чĕннĕ% пĕр ĕçрен те пăрăнман. Ялти хут пĕлмен ватăсене вулама, алă пусма вĕрентнĕ. Клубри спектакльсенче вылянă, çулталăк тăршшĕпе спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ. Хăй те ПВХО, ГСО, ГТО, "Ворошиловский стрелок" значоксене илме тивĕçнĕ. Турник çинче туртăнассипе, шывра ишессипе тата чăмассипе ăна çитекенни пулман. Вĕренÿрен пушансан колхозра ĕçленĕ. Атăл леш енчен стройматериал турттарма хутшăннă. Лашасене юратнă, юлташĕсемпе каçсерен выртмана çÿренĕ.
Вăтам шкул пĕтерсен 1940 çулхи сентябрьте Гриша Моклаков Хусанти финанспа экономика институтĕнче вĕренме пуçлать. Вĕренÿре пурте йĕркеллĕ, анчах аслă шкулта вĕреннĕшĕн укçа тÿлесси çамрăк пуçа ватать. Килĕнчен пулăшаймаççĕ. Станцăра вакунсем пушатать, пĕр уйăх пристаньте грузчикре ĕçлени студент пурнăçне сыпăнтараймасть. Çапла сывпуллашать Кавал каччи экономист пулас шухăшпа. Яла таврăнма та намăсланать, ĕç шыраса Мускава çул тытать.
Çĕршывăн шĕкĕр хулинче пур çĕрте те ĕç алли кирлĕ-мĕн. Гриша Моклаков "Мостелефонстрой" треста вырнаçать, общежитире пурăнма пуçлать. Кунта та чăвашсем йышлă, çывăх туссем тупать. Мĕн тери ырă ентешсемпе тĕл пулма, пĕрле пурăнма! Çĕнĕ ĕçе тин çеç хăнăхса çитнĕччĕ - ĕçле те ĕçле ĕнтĕ. Çук çав, тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсем сĕмсĕррĕн вăрçăпа тапăнса кĕреççĕ. Чăтаймасть çамрăк чĕре! Вăл хулари çар комиссариатне васкать, хăй ирĕкĕпе фронта ăсатма ыйтать. Анчах ăна çул çитменнипе çара илмеççĕ, тăван ялне таврăнма сĕнеççĕ.
Вăрçă çулĕсенче
Çур çул çеç ĕçлесе пурăнать Гриша Кавалта. Çав вăхăтра колхоз председателĕ те тăтăшах ырлать, ял советĕнче те мухтаççĕ. 1942 çулхи март уйăхĕнче ăна Вăрмар районĕнчи çар комиссариатне васкаварлăн чĕнсе илеççĕ. Сывă пул, атте-анне, сывă пул, ял-йыш!
Салтак çулĕ ăна Мусакв çывăхĕнчи Раменск хулине илсе çитерет. Тĕреклĕ çан-çурăмлă качча 5-мĕш сывлăш десант çар корпусĕн разведка ротине яраççĕ. Десантниксем парашютпа сикме хăнăхаççĕ, тĕрлĕ хĕçпăшалпа пеме вĕренеççĕ. Çаврăнăçуллă чăваш каччи вĕренÿре пур енĕпе те палăрать. Вăл паян тесен паян хĕрÿ çапăçăва кĕме хатĕр. Анчах десантниксен корпусне Мускав çывăхĕнчи юнлă çапăçусене хутшăнтармаççĕ. Унтан стрелоксен 39-мĕш гварди дивизийĕ туса хураççĕ те хăвăрт Сталинград еннелле ăсатаççĕ.
1942 çулхи август уйăхĕн малтанхи кунĕсенче дивизи Дон юханшывĕн сылтăм çыранĕнче чарăнать, окопсем чавса, фашистсене кĕтсе илме хатĕрленет. Приказ паллă: "Сталинград - хăрушлăхра. Каялла пĕр утăм та чакмастпăр!" Çапăçу хыççăн çапăçу. Вут-хĕм, шăршлă тĕтĕм. Юн. Сывлăшра çине-çинех хура хĕреслĕ самолетсем явăнкалаççĕ. Çеçенхир анлăшĕпе танксен кĕрлевĕ хăлхана çурать. Разведчиксем ик-виçĕ каç куç хупмасăр çулăмлă тамăкра ăшталанаççĕ. Кавал каччи пĕр танка вут хыптарать. Нимĕç салтакĕсемпе куçа-куçăн тăрса çапăçать. Çапах та тăшман техника енĕпе чылай вăйлăрах. Августăн 15-мĕшĕнче 39-мĕш дивизи полкĕсене Дон урлă каялла чакма приказ параççĕ.
Каялла чакасси кашни салтак чĕрине суранлатать. Тăшман татти-сыпписĕр персе тăрать. Снарядсемпе пульăсем ÿкнипе сиксе вĕрет юнпа хĕрелнĕ Дон шывĕ. Самолетсем пĕр вĕçĕм умлăн-хыçлăн вĕçсе пулеметпа переççĕ. Юханшыв урлă каçнă чух дивизи пысăк çухату тÿсет. Григорий Моклаков та аллине амантать. Çапах вăл юлташĕсене сулахай çырана тухма пулăшать. Çыранта хăй тÿрех пулемет тытма хыпаланать...
1942 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Кавал каччи юлашки çапăçăва кĕрет. Каç пулттипе дивизи контрнаступление хатĕрленме тытăнать. Григорий Моклаков ертсе пыракан разведчиксен ушкăнне умри тăшманăн тупписемпе пулемечĕсем ăçтарах вырнаçнине палăртма приказ параççĕ. Разведка - çапăçакан çарăн куçĕпе хăлхи. Хăвăрт, асăрханса шăваççĕ вилĕм шăтăкĕ патне. Умра - тăшманăн малти линийĕ. Ăна разведчиксем кăнтăр çутипех палăртса хунă. Ракета хыççăн ракета çутатса хăпарать каçхи тÿпене. Приказа пурнăçлама Моклаков ушкăнĕн окопсем умĕнче, автоматсемпе вăйлăн персе, атакăна çĕкленмелле...
Акă, кĕтнĕ самант! "Ур-ра! Атакăна!" - янăрать Моклаков сасси. Тăшман тупăсемпе, минометсемпе, пулеметсемпе харăс-харăс пеме пуçлать. Разведчиксен тепĕр ушкăнĕ, Моклаков ушкăнĕ хыçĕнче вырнаçнăскер, тăшман ăçтан мĕнле хĕçпăшалпа персе тăнине палăртать, веçех ÿкерсе илет. Пирĕн артиллеристсем валли те çул уçăлать.
Атакăна çĕкленнĕ Кавал каччи миçе утăм тунă-ши - астумасть: тивĕçе, мĕн хушнине пурнăçланă. Ку - паттăрлăх!
Çурăлакан пуля кĕçĕн командир аллинчи автомата çапăнать, вĕтĕ-вĕтĕ тимĕр татăкĕсем чăл-пар саланаççĕ те пичĕпе мăйне тăрăнаççĕ, икĕ куçне çунтарса яраççĕ. Юлташĕсем ăна вут-çулăм айĕнчен аран-аран çĕклесе тухаççĕ...
Пензăри госпитальте тăна кĕрет вунтăххăрти сĕм суккăр салтак. Унтан унăн куçĕсемшĕн Свердловскри врачсем кĕрешеççĕ. Усси çук. Пач тĕттĕм пурнăç. Çутă кун тĕлĕкре те тĕлленмест. Çапах та палатăсенче ăшă чунлă çынсем выртаççĕ. Госпитальти педагог-баянист Гена Шамин унран уйрăлма пĕлмест. Юнашар ларать те чуна хускатакан кĕвĕсем калама пуçлать, юрă тăсса ярать. Чăваш каччи пĕтĕм инкеке манать, хăй те сисмест, чунĕпе кĕвĕ-çемĕ тĕнчине кĕрсе каять. Çак тапхăрта вăл юрă-кĕвĕ унăн пурнăçĕнче чи çывăх юлташĕ пуласса ĕненме тытăнать. Госпитальтех куç курманнисене вулама-çырма вĕрентекен Брайль тытăмĕпе паллашать, ятарлă трафаретпа вулама та, çырма та хăнăхать. Çапла вăл пурнăç: катăк телей те çук телейрен самайрах.
Госпитальсенче тăватă уйăх выртать ĕнтĕ çирĕме пуснă каччă. Пурнăçĕнчи кашни утăмне асаилнĕ, веçех чунĕ витĕр кăларнă. Çапах та фронтра чухне никамран та пĕр çыру илмен вăл, унăн çырăвĕсем те тăван ялне çитеймен. Салтак çырăвĕсем - чуна çÿçентерекен хыпарсем - çухалнă. Свердловскри госпитальте вăл тăван Кавалтан умлăн-хыçлăн çырусем илсе тăрать. Хăй хушнă пекех вĕсене пурте вырăсла çыраççĕ. Палатăра пĕрле выртакансем çырусене ăна кашни кун тенĕ пекех вуласа параççĕ.
Фронта ăсатса янă савнă хĕрĕ Вера ăна нихçан та пăрахас çукки çинчен шантарать. Колхоз председателĕ Иван Николаевич Туртушов тăван яла, ашшĕ-амăшĕн килне хăвăртрах таврăнма сунать, ял-йышпа яланах пулăшма хатĕрри çинчен хыпарлать. Çирĕп çунат хушаççĕ çырусем.
1943 çулхи январь варринче Григорий Моклакова врач комиссийĕ тĕрĕслет, вăрçăн пĕрремĕш ушкăнри инваличĕ тесе йышăнать. Çавăн пекех ăна вăрçă инваличĕсен ятарлă интернатне кайса пурăнма сĕнеççĕ.
Нимĕнле интерната та кайма килĕшмест инвалид-салтак, Хусан çывăхĕнчи Вăрмар станцине ăсатса яма ыйтать. Икĕ-виçĕ кунтан икĕ куçне хура хăю çыхнăскер хăйне киле леçсе яраканпа пĕрле чукун çул станцине васкать.
Киле, киле-киле! Кĕвĕллĕн тăкăртатаççĕ вакун кустăрмисем. Чĕре хăвăртрах та хыттăнрах тапать. Вăхăчĕпе тунсăх пусать. Шухăшсем - кÿлĕри кимĕсем пек. Иртеççĕ те иртеççĕ. Гриша курмасан та чĕрипе туять: чăваш çĕрĕпе пыраççĕ. Акă вакунпа вырăс çыннисем кĕшĕлтетсе утаççĕ. "Урмар, урă мар", - мăкăртатаççĕ тата. "Вăрă мар, вăрă мар", - чĕвĕлтетеççĕ чăваш хĕрĕсем.
Кĕрлет, шавлать Вăрмар станцийĕ. Кавал пасарĕ тейĕн. Карта çумĕнче çуна кÿлнĕ лашасем речĕпе тăраççĕ. "Эх-эй, Кавалсем çук-и? Тăвансем, Кавалсем!" - чарăнса тăрсах кăшкăрать Моклаков.
- Чайнăйне кĕрсе ыйтăр-ха, - сĕнеççĕ ăна хĕрарăмсем.
Мĕн тери çепĕççĕн чуна сиплет чăваш чĕлхи!
Чайнăйра лăк тулли халăх. "Тăвансем, Кавалсем пур-и?" - малтанхинчен чылай хăюллăраххăн кăшкăрать хайхискер. Юнашар сĕтел хушшинченех чей ĕçсе ларакан виçĕ хĕр çĕкленеççĕ: "Гриша пичче, эсир-и ку? Сăтрасте. Эпир элеватора тырă турттарса килтĕмĕр. Счас каятпăр..."
Çав каç Кавал колхозĕнчи хуçалăх ĕçĕсемшĕн яваплă Василий Моклаков патне халăх йышлăн пухăннă. Тăванĕсем, кÿршисем, ял совечĕпе колхоз пуçлăхĕсем. Пурте шăппăн калаçаççĕ. Вĕри куççуль те чуна ыраттаракан хуйхă хуçаланать пÿртре. Вăрçă пурне те чăтма çук хытă лутăрканă-мĕн, çĕклемĕпе хурлăх тиесе лартнă ял çынни çине. "Йĕри-тавра çĕр йăтайми терт-асап пулсан та чăтатпăр, хаклă ял-йыш, - сăмах илнĕ Гриша. - Эпир çĕнтеретпĕр. Юлашки хыпарсем те пирĕн çарсем чаплă çĕнтерÿ туни çинчен калаççĕ..."
Калаçу сыпăнса кайнă вара. Ял çыннисем вăрçăри, уйрăмах Сталинград çывăхĕнчи çапăçусем çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлнĕ. Çул çинче ывăннине пăхмасăр тул çутăличчен кĕрекере ларнă Моклаков Василий ывăлĕ. Колхоз пуçлăхĕ уйрăмах салтак чĕрине витерекен сăмахсем каланă. "Питĕ çамрăкла инвалид пулса таврăнтăн. Пенси параççĕ-ха ĕнтĕ. Сана патшалăх та, колхоз та пăрахмасть. Мĕн кирлĕ - тÿрех правленине пыр, ан вăтан. Пулăшатпăр. Сан пирки эпир нумай шухăшланă. Ачаран сана пĕлетпĕр-çке. Халĕ пысăк ĕç шанса паратпăр. Эсĕ ăна тавçăрса та илейместĕн пулĕ. Пирĕн ялти клубра пуçлăх çук. Çак ыйтупа пуçна çавăрттар-ха", - хулпуççинчен çапса илнĕ ăна Иван Туртушов.
Яла таврăнсан виçĕ кунранах Григорий Моклаков Кавалти клуба ĕçе тухать. Ăна кулленхи ĕçре пулăшма ялти шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Василий Долгова уйăрса параççĕ. Чи малтан иккĕшĕ клубри кăмакана вутă хутса ăшăтаççĕ. Ял çыннисем пулăшнипе урайне çуса тасатаççĕ. Григорий Васильевич сцена çинчи сĕтел-пукана, залри саксене аллипе хыпашласа тĕрĕслесе тухать. Ĕçлеме вырăн пур, анчах мĕнрен пуçламалла? Ку ыйтупа шкулти учительсемпе, ял советĕнче ĕçлекенсемпе канашлать. Чăн та, кашниех концертсемпе тĕлпулусем ирттерме, спектакльсем лартма, стена хаçачĕ кăларса тăма сĕнÿ парать.
Клуб пуçлăхĕ ял-йыша фронтри ĕçсем çинчен пĕлтерсе тăрассине малти вырăна лартать. Шанчăклă пулăшуçипе Василий Долговпа икĕ-виçĕ хутчен Вăрмара çитсе килеççĕ, тĕрлĕ кантурсенче пулса клуб валли радиоприемник туянаççĕ. Ял çыннисем хыпарсем итлеме клуба çул хываççĕ. Фронтсенчи улшăнусем çинчен Совинформбюро пĕлтернине Василий Долгов тÿрех çырса илет. Листовкăсем туса бригадăсемпе фермăсене валеçсе парать. Вăрçăран аманса таврăннă салтаксем час-часах ял-йышпа тĕл пулаççĕ, Совет Çарĕн хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа параççĕ. Клубра ĕçлекенсем пуçарнипе фронтовиксем валли ăшă тумтир, алсиш-нуски, махорка пуçтарса ăсатаççĕ.
Драма кружокĕ çĕнĕ спектакльсемпе концертсем лартать. Ялти ăста вăйăçă Геннадий Исаев баянне тăсса ярать, Демьян Кудрявцев сĕрме купăс калать. Кĕслеçĕ те, питлĕх çапакан та пур. Концертсемпе, спектакльсемпе кÿршĕри ялсене те çÿреççĕ.
Пуçару хыççăн пуçару тăвать Григорий Васильевич. Пĕтĕм районĕпе сарăлать Кавал клубĕн ертÿçин ырă ячĕ. Клуб çумĕнче вăл пулăшу касси уçать. Çакă ялти пĕччен ватăсемшĕн, инвалидсемшĕн чăн-чăн çăлăнăç çăлкуçĕ пулнă.
Çак çулхине çулла Кавал çыннисем çине пысăк инкек йăтăнса анать. Уй-хирти пиçсе çитнĕ тырра шултра пăр çапса каять. Турăçăм, камран çăкăр ыйтмалла? Колхоз çука юлнă. Ялта пурнăçланă ĕçсемшĕн МТСа 500 центнер тырă памалла. Паянах тÿлемелле! Пысăк парăма тепĕр çула хăварас е каçарттарас ыйтупа колхоз ертÿçисем Шупашкара çĕр хут та хутланă - усси çук. "Пире Мускав çеç çăлса хăварать. Пысăк пуçлăхсем патне каймалла, Кавал çыннисен нуши-терчĕ çинчен каласа кăтартмалла, - сĕнет Григорий Васильевич. - Ăнланĕç, пулăшу çитĕ".
Колхоз председателĕ Иван Туртушов ăна ыталаса илнĕ. Правлени членĕсем те унăн сĕнĕвĕпе килĕшнĕ. Мускава вара хăйĕн икĕ сыпăкри пиччĕшĕпе Григорий Макаровпа пĕрле кăларса янă.
1943 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Григорий Васильевича СССР ялхуçалăх енĕпе ĕçлекен халăх комиссарĕ Андрей Андреев йышăннă. Вĕри чей ĕçнĕ май колхоз нуши-терчĕ çинчен тĕплĕн каласа панă ăна куçсăр салтак. Андрей Андреевич хресченсен инкекне шута илнĕ. Колхоза 500 центнер тырă парассинчен хăтарма хушать.
Савăнăçлă хыпарпа таврăнать тăван Кавала Григорий Васильевич. Ырă ĕçшĕн колхоз правленийĕ ăна баян парнелет. Шкулта вĕреннĕ чухне хуткупăс калама пĕлнĕскер ăна чи хаклă парне вырăнне йышăннă.
Вăрçă хыççăн
Нихăçан нимĕнле виçепе те виçме çук, хаклă хакпа - миллион-миллион çыннăн пурнăçне ?чи хастарлă, чи хăюллă, чи вăйпитти çынсен пурнăçне% татса çитрĕ тăватă çула яхăн кĕтнĕ Çĕнтерÿ кунĕ.
1946 çулхи май вĕçĕнче Григорий Моклаков хăйĕн пулăшуçипе Василий Долговпа Мускав çывăхĕнчи Загорск хулинчи вăрçăра суккăрланнă инвалидсен музыка шкулне вĕренме кĕме каять. Виçĕ кунта пĕтĕм экзаменсене ăнăçлă тытать. Йышăну комиссийĕ унăн баян калас ăсталăхĕ пысăк пулнине палăртать.
Вăрмара таврăннă чухне вĕсем çар çыннисен вакунне лараççĕ. Çамрăк Василий çурăмĕ хыçĕнче баян çакăнса тăнине курсан салтаксем канăçа çухатаççĕ. Ну, мĕн? Тархасшăн! Баян пĕрмисем тăсăлса сарăлсассăн, пĕтĕм чуна кисретекен кĕвĕ-çемĕ янăраса кайсан тăпăртик-тăпăртик тăвакан урисене чараймасăр вакун тăршшĕпе ташă картине чăвашпа пĕрле вырăсĕ, грузинĕ, çармăсĕ сике-сике тухса тăчĕç. Акă ăçта чăваш кĕввин асамлă хăвачĕ? Пăх-ха, чуна пĕрре кăтăклать, тепре лăплантарать, тăрăс-тăрăс сиктерет, ура хуçса ташлаттарать, алăсене хăлаçлантарать...
Халĕ баян Моклаковăн уйрăлми тусĕ ĕнтĕ. Тăватă çул Загорскри музыка шкул-интернатĕнче вĕренет. Пур енчен те тивĕçлĕ пĕлÿ илет. Брайль тытăмĕпе мăкăльсене пÿрнепе хыпаласа нотăсем вулать. Диплом илсен Вăрмар районĕнчи Культура çурчĕн инструкторĕнче ĕçлеме пуçласан мĕн тери пысăк хавхаланупа туртать баянне. Поселокри темиçе предприятипе учрежденире хор коллективĕсене ертсе пырать. Акатуйра темиçе çĕр çынран тăракан хор пултарулăхĕ пĕтĕм халăха савăнтарать.
Вăрмарта ĕçленĕ чухне 1956 çулта Григорий Васильевич хăйĕн пирвайхи юррисене кĕвĕлет. Мĕн тери йывăр та кăткăс ĕç! Кĕввине, унăн паллисене мăкăльсем туса чиперех çырать-ха. Ăна баянпа каласа юрласа кирек кама тĕлĕнтерме те темех мар. Чуна пырса тивекен, тыткăнлакан, куççуль кăларакан çемĕсем те уçăмлăн юхаççĕ сăвăпа кĕвĕ пĕрлĕхĕнче. Çак ытарайми пуянлăха хăвăртрах юрăç патне çитермелле-çке. Кĕвве нота тетрачĕ çине куçарттарса çырмалла. Çак ĕçре ăна нумай çул хушши музыка енĕпе пĕлÿ илнĕ ентешĕсем, уйрăмах Геннадий Максимов, Иван Сергеев, Веналий Егоров, Николай Артюков, тăван ывăлĕ Владимир пулăшса пыраççĕ...
"Григорий Моклаков музыки халăх кĕвви пек илемлĕ янăрать, - хак панăччĕ унăн пултарулăхне Чăваш Республикин Композиторĕсен ассоциацийĕн ертÿçи Николай Зимин музыковед. - Унăн юррисенче чăваш туйăмĕ яр уççăн палăрса тăрать. Вĕсене итлесен эпир чи малтан автор патриотикăна, аптраманлăха кăмăлланине тÿрех туятпăр".
- Манăн пурнăçра икĕ фронт пулчĕ, - асаилнĕччĕ Григорий Васильевич 1991 çулта, пенсие тухсан. - Юнашар ялан шанчăклă юлташсем пулнă. Пĕрремĕшĕнче - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче - уйăх ытларах анчах пултăм. Çав хушăра курманнине куртăм, илтменнине илтрĕм, пĕлменнине пĕлтĕм. Вут-çулăм айĕнче хурçă танксем пĕр-пĕрне пырса тăрăнса гусеницăсене вăтăрса татни мĕн тери шăв-шав çĕклетчĕ. Металл чăтаймасть! Пĕлтĕм: ахаль салтакпа офицер чĕри тÿсет. Юнлă Дон... Çывăхри салтак пуçне пăрса вăрттăн сăхсăхатчĕ. Çакăнта ĕмĕрĕпе асап тÿсме инвалид пулса юлтăм.
Иккĕмĕш фронт культура ĕçĕ пулчĕ. Çур ĕмĕре яхăн пĕтĕм чуна патăм. Кашни кунах тăван халăх хушшинче ирттертĕм, хам пекех инкек тÿснисем патне васкарăм. Вĕсен кăмăлне ăшă сăмахпа çĕклеме, хуйхи-суйхине пусарма, юрă-кĕвĕпе савăнтарма тăрăшрăм. Валентин Урташ пек каласан "юрăпа эп пурнăçа юратрăм, юрăпа çуралтăм çĕнĕрен, юрăпа эп ăраскал шăратрăм, юрăпа ирттерĕп ĕмĕре..." Пурăнас килет!
Фронтран 1-мĕш ушкăнри инвалид пулса таврăннă хыççăн хĕрĕх сакăр çул ытти çынпа танах вăй хурса ĕçленĕ. Вăл 1962-1966 çулсенче Раççейри Куç курманнисен обществин Канашри предприятийĕн директорĕн заместителĕ, 1966-1991 çулсенче Шупашкарти вĕрентÿпе производство предприятийĕн Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи, директорĕ пулать, тĕп предприяти директорĕн заместителĕнче ĕçлет, хаçат кăларса тăрать. Григорий Васильевич ертсе пыракан Шупашкарти предприяти хорĕ миçе хутчен лауреат ятне тивĕçмен пулĕ? Районсенче мĕн чухлĕ концерт кăтартман-ши? Çав тери аслă чĕреллĕ çын Кавал чăвашĕ. Мĕн тери пĕлÿшĕн çунатчĕ тата! Утмăл çичĕ çулта Чăваш журналисчĕсен союзĕ çумĕнчи обществăлла корреспондентсен халăх университетĕнчен вĕренсе тухрĕ...
Ирĕксĕрех шухăшлатăн: канăçа пĕлнĕ-ши вăл хăçан та пулин? Çук пуль. Унăн юррисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсемпе ентешĕсене мухтаççĕ. Пилĕк орденлă, Совет Союзĕн 35 Геройне çитĕнтернĕ 39-мĕш дивизи гвардеецĕсене халалланă "39 гвардейская стрелковая дивизия", "62 армия идет", "Песня бойцов 62 армии" юрăсем итлекенсен чĕрисене кисрентереççĕ. Чăннипех те аслă чĕре куç курман салтакăн! Хăюлăхпа паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Ялав, 1 тата 2 степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсемпе наградăланă. Çавăн пекех "РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсем, "Отличник ВОС", "За заслуги перед ВОС" паллăсем, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамоти парса чысланă, унăн ятне Чăваш Республикин Культура министерствин, Раççейри Куç курманнисен обществин, унăн Чăваш Енри правленийĕн тата Шупашкарти предприятийĕн Хисеп кĕнекисене кĕртнĕ.
Герман ЖЕЛТУХИН.