Уявра парад та пулĕ

30 Ака, 2015

Этемлĕх историйĕнчи чи юнлă вăрçăн хаяр çулĕсенче кăтартнă паттăрлăхăн сÿнми çути вуншар-вуншар çул иртсен те пирĕн чунсене çутатса, вăй парса тăнине пурнăç хăй çирĕплетрĕ. Çухатусен йывăр ыратăвне тÿссе, хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем мирлĕ, тăнăç пурнăçăн ирĕкне упраса хăварнă. Тăван республикăмăр та Çĕнтерĕве сăмахпа хаклама çук пысăк тÿпе хывнă. Унăн мухтавлă 208 пин ытла ывăлпа хĕрĕ тăшмана тĕп тума пысăк ĕненÿпе тата шанăçпа фронта тухса кайнă: çапăçу хирĕсенче харсăрлăхпа паттăрлăх тата хастарлăхпа хăюлăх кăтартса ĕмĕрлĕхех чап тата чыс çĕнсе илнĕ. Хаяр вăрçă хирĕнчен çуралнă тăван кĕтесне чĕррĕн-сыввăн таврăнманнисен те ячĕ-сумĕ нихăçан манăçмĕ.

Республика Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне чыслăн сумласа ирттерме тĕплĕн хатĕрленет. "Хатĕр" тесен тĕрĕсрех те пулĕ. Çакна Иван Моторин премьер-министр ертсе пынипе иртнĕ йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ те çирĕплетрĕ. Шел, нимĕç фашисчĕсене хăйĕн "йăвинче" тĕп тунисен шучĕ çулсерен мар, уйăхсерен, эрнесерен чакса пырать. Вăхăт шеллемест. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - тăватă çул каялла кăна Чăваш Енре 43 пин вăрçă паттăрĕпе тыл ветеранĕ пурăннă пулсан, Аслă Çĕнтерĕвĕн сумлă юбилейне 28 пин те 43-ĕн кăна уявлама пултарĕ.

Вĕсенчен ытларахăшĕ тыл ветеранĕ - 18904, хĕçпăшал тытса çапăçнисем вара - 985 кăна. Темĕн пекех кĕттерсе илтерес килет те вĕсене сăваплă çав куна...

Çĕнтерÿ уявĕ - савăнăçлă, хумхануллă тата куççуль пăчăртаса кăларакан уяв. Майăн 9-мĕшĕнче иртекен мероприятисен вăхăтĕнче васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадисем ĕçлĕç. Апрелĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 12-мĕшĕччен сывлăх хуралĕнче талăкĕпех тăракан ушкăнсем йĕркеленĕ. Сăмах май, çак вăхăтра врачсемпе медсестрасем кăна мар, министрпа унăн заместителĕсем те дежурствăра пулĕç. Вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника больницин коллективĕ те хăйĕн ĕçне талăк режимĕпе йĕркелет.

Юбилее хатĕрленсе Шупашкар хула администрацийĕ питĕ пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ. Шухăшласа кăна пăхăр: пĕр кунра кăна 500 мероприяти иртмелле! Пĕчĕккинчен /кун пек калани пĕлтерĕшсĕррине пĕлтермест/ пуçласа çар парачĕ таранах. Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ хутшăннипе иртекен парад концепцине çĕнетнĕ. Çар çыннисемпе çар техники марш кĕввипе Шупашкар халăхĕпе хăнасен умĕпе иртнипе пĕрлех унта кадет класĕсенче вĕренекен çамрăк параппанçăсем, истори реконструкцийĕн клубĕн хастарĕсем, "Крестовоздвижени" станцийĕн казакĕсем тата вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ, "Русский егерь" çар историйĕн клубĕ хутшăнаççĕ. Параппанçăсен ушкăнĕ парада уçать, казаксем вара ăна "Едут по Берлину казаки" юрă çеммипе /юланут элеменчĕсемпе, "Максим" пулемет вырнаçтарнă тачанкăпа тата ыттипе/ вĕçлет. Тĕрлĕ вăхăтри 50 ытла çар техникине кăтартма палăртнă. "Вилĕмсĕр полк" акцие пуç хунă тăванĕсен сăнÿкерчĕкĕсемпе кашниех хутшăнма пултарать. Хĕрлĕ тÿремри парадра Пĕтĕм Раççейри "Каçхи кашкăрсем" байк-клубĕн мотоколонни /100 мотоцикла яхăн/ иртĕ. Пур вăрттăнлăха та уçса парасах та килмест. Вăхăт çитĕ - хăвăр курса, акă, тĕлĕнĕр.

 

Юрий ЛИСТОПАД

Рубрика: