Паттăрсене мухтаса, пуç тайса

15 Çу, 2015

Аслă Çĕнтерĕве халалласа республикăра вун-вун, çĕр-çĕр мероприяти иртрĕ. Вĕсене йĕркелеме культура ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç. Музейсемпе театрсенче, библиотекăсемпе культура çурчĕсенче ĕç "вĕресе" тăчĕ. Паллах, пурин çинчен те çырса кăтартаймăпăр, анчах та пĕлтерĕшлисем çинчен кĕскен те пулин пĕлтересшĕн.

"Вăрçă плакачĕсем"

Май уйăхĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ уяв умĕн Чăваш наци музейĕнче "Вăрçă плакачĕсем. Аслă Çĕнтерÿ çулĕ çинче" курав уçăлчĕ. Ăна Альфа-банк, "Комсомольская правда" хаçат, Раççейĕн хальхи вăхăтри историйĕн патшалăх тĕп музейĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Выставкăна уçма ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Альфа-банкăн операци управляющийĕ Алексей Дударев, Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова хутшăнчĕç.

"Вĕçленеймен вальс"

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче чăваш музыка классикĕн Анисим Асламасăн "Вĕçленеймен вальс" оперин премьери иртрĕ. Литературăпа музыкăн асăннă композицине Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халалланă.

Произведение 1963 çулта музыка театрĕнче унăн пĕрремĕш режиссерĕ Борис Марков лартнă. Оперăри ĕç-пуçа композиторăн пуçран шухăшласа кăларма тивмен, вăл хăй - Етĕрне районĕнчи Вăрманкас Асламас каччи - Брянск, Орел çывăхĕнчи, Беларуç, Хĕвелтухăç Прусси, Польша тата Германи çĕрĕсенчи çапăçусене хутшăннă, вăрçă инкекне тÿссе ирттернĕ. Çавăнпа та оперăна итленĕ май вăл чăн пурнăçран пулнине туйса илетĕн.

"Аслă Çĕнтерÿшĕн"

Çапла ят панă Чăваш патшалăх академи симфони капелли Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе пурнăçланă концерт программине. Ăна Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн кăтартрĕç.

Программа валли вăрçăпа çыхăннă произведенисене суйласа илнĕ. Концерта А.Александров çырнă "Священная война" юрăпа уçрĕç. Симфони оркестрĕ Д.Шостаковичăн "Реквиемне", 7-мĕш симфонине, Ф.Васильевăн "Фронт эскизĕсене" чуна пырса тивмелле каларĕ. Концертăн иккĕмĕш пайĕнче те вăрçă юррисемех пулчĕç. Артистсемпе пĕрле "Катюша", "Я люблю тебя, жизнь", "В землянке", "Журавли", "Алеша" тата ытти юрра залра ларакансем те кăмăлтан юрларĕç.

 

Надежда ГЕОРГИЕВА

Рубрика: