Яланхиллех ир-ирех вăранчĕ Захар Никифорович. Унтан çывăракан ывăлĕ патне пырса уринчен кăтăкларĕ.
– Санька, атя, тăр! Пулла каймалла! Эсĕ пуçтарăнса çитиччен ăмансене хатĕрлем-ха, пĕчĕк витрепе хутаçа та куç умнех хурас, – тесе картишелле тухса кайрĕ.
Аллăмра - фронтран янă виç кĕтеслĕ çырусем. Вĕсен авторĕсем пирки эпĕ халĕччен илтмен, малашнехи шăпи çинчен те пĕлместĕп. Çырусем Муркашри «Тури чăвашсен музейĕнче» упранаççĕ.