Пулă тытма, хаçат вулама юратакан Сахар мучи

Яланхиллех ир-ирех вăранчĕ Захар Никифорович. Унтан çывăракан ывăлĕ патне пырса уринчен кăтăкларĕ.

– Санька, атя, тăр! Пулла каймалла! Эсĕ пуçтарăнса çитиччен ăмансене хатĕрлем-ха, пĕчĕк витрепе хутаçа та куç умнех хурас, – тесе картишелле тухса кайрĕ.

Çапла кашни кун ывăлне пĕве хĕррине машинăпа леçтерет вăл. Пĕрле çимелли те, вуламалли те илет. Сакăр вун тăххăрти Сахар мучи çут çанталăка юратать çав!

– Унта апат та лайăх анать, канлĕ те, ирĕклĕ те. Çамрăк чухне кунашкал канма вăхăт та пулман. Темиçе çул каялла пулă "чирĕпе" чирлерĕм, унран сыватакан тухтăр тупаймарăм-ха хальлĕхе, – кăмăлпах шÿтлет вăрçă ветеранĕ.

Преми – çутă калуш!

Сакăр ачаллă çемьере çитĕннĕ Захар Никифорович Скворцов. Шел, чире пула тăватă пĕр тăванĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ытти çемьепе танлаштарсан Скворцовсем ытлă-çитлĕ пурăннă. Якрав пиччĕшĕ трактористра вăй хунă, Серафима аппăшĕ фермăра тăрăшнă. Ашшĕ конюх пулса ĕçленĕ. Çавна май тырри-пулли те, çĕр улмийĕ те çителĕклех пухăннă. Çĕтĕк те çÿремен. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранăран Сахар çумне те пĕчĕклех куршанак çыпçăннă. Тепĕр чух ашшĕпе уя лашасемпе çĕр выртма кайнă.

Пĕррехинче выçă кашкăрсем куç умĕнчех тихана туртса çурнă. Кăшкăрса хăваласа янă хайхискерсене çамрăксем. Пĕчĕкскере йăлтах çисе яма паман.

– Вĕлернĕ тихана хуçасене кăтартмасан – ĕненмĕç. Çухатнă тесе укçа тÿлеттерĕç, – тенĕ ашшĕ шухăша путса.

1933 çулхине пĕрремĕш класа кайнă Сахар. Хĕллесерен çăмăл пулман çав вĕренме, класра сивĕ хуçаланнăран кантăксем те пÿрне хулăнăшах пăрланнă. Тăхтавра вара ачасем пĕр-пĕрне хăваласа ăшăннă.

Пĕр çулхине колхозра ĕç кунĕ тултарнăшăн Сахара преми – çутă калуш – панă. Мĕн тери савăннă çакăншăн сатур çамрăк. Чылайăшĕ ăмсанса пăхнă ун çине. Калушне çĕтĕлсе те тăпăлса тухиччен те уринчен хывман.

Çĕр улми çеçкинчен силос тунă чухне инкек сиксе тухнă. Ĕçе хăвăртрах туса пĕтерес тĕллевпе лашана хулăпа хăваласа пынă яш. Çакă янавара килĕшмен ахăртнех. Пĕррех ăна çамкинчен тапса янă. Тăнне çухатнă çамрăка тухтăрсем пулăшусăр хăварман...

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕ. Каçхине вăйлă çумăр çунă. Сахар, ыйхăран вăраннăскер, утиялне аякалла ывăтса янă та вырăн çинчен тăрса чÿрече патне васканă.

– Ырра мар пулĕ ку... Кур-ха, епле вăйлă лÿшкет... – тенĕ аллипе кантăка сăтăркаланă май.

Тепĕр кунне кÿршĕ ир-ирех вăрçă пуçланнă текен хыпар пĕлтернĕ. Хăйне вара, Петр Григорьевич Григорьева, çав кунах фронта илсе кайнă. Кĕçех Якрав пиччĕшĕ патне те повестка килнĕ. Ăна та йăла-йĕркене асра тытса юрă юрласа, тутăрсем вĕлкĕштерсе вăрçа ăсатнă.

Темиçе уйăхран кайнисем пирки хыпарсем килме те тытăннă. Пĕринчен тепри хăрушăрах. Пĕрисем вилнĕ, теприсем ал-урасăр юлнă, виççĕмĕшĕсем ним сас-хурасăр çухалнă. Шел, утă уйăхĕнче килтен тухса кайнă Якрава та тăшман пульли Ленинград çĕрĕ çинче тĕп тунă. Инкĕшĕ йăваланса макăрнă.

– Ах, çав çĕр çăтман Гитлера! Ма йытă çимест-ши унăн пуçн-е-е-е! Пĕтрĕ ĕнтĕ манăн Якрав, пĕтрĕ мăнтарă-ă-ăн! Эх, вăрçă хирĕнчен таврăнма тÿр килмерĕ-çке ăна. Ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ пирĕнтен... Ах, мĕн тери асап курать халăх. Вăйпитти арçынсем фронтра тем те тÿсеççĕ. Хĕрарăмсемпе ачисем – килте. Мĕншĕн, мĕн айăпшăн асапланатпăр? Йăлтах фашизм туса хучĕ çакна. Ылханлă фашизм... Тулĕ-ха унăн шăпи те... – тесе инкĕшĕ ирĕн те каçăн татăлса йĕнĕ.

 

Нимĕçсене тавăрма каймаллах...

Фронта кайма черет Сахара та çитнĕ. Икĕ аппăшĕ куççуль витĕр шăллĕне вăрăм çула ăсатма хатĕрленнĕ.

– Ах ĕнтĕ! Анне вилни çитмерĕ, Якрав пичче те вăрçăра пуçне хучĕ. Ак халĕ пĕртен-пĕр шăллăма хăрушă çĕре яратпăр-çке. Вăл та çавăнтах выртса юлсан? Ăна пăхса çеç йăпанса пурăнаттăмăр-çке, – тенĕ тутăр вĕçĕпе тутисене хупласа.

– Çула каякан çынна çапла хурлантармаççĕ. Ытлашши ан кулянăр-ха, чиперех çаврăнса çитĕ акă. Йывăр пулсан та – чăтмалла-çке, ачамсем, – лăплантарнă вĕсене кÿршĕ хĕрарăмĕ.

– Епле кулянмăн-ха! Вăрçă вĕт, вăрçă! Кашни утăмра е кашни кун мĕн те пулин сиксе тухма пултарать. Пĕр кĕтмен çĕртен, – тенĕ аппăшĕсем чĕтренсе тухакан сассипе.

...Вăрçăра темле хăрушă ĕç те пулса иртнĕ. Пĕррехинче нимĕç снарячĕ Сахар шинельне лексе йăлтах çунтарса янă. Юрать хăйне нимĕн те пулман.

...Урнă пекех иртĕхнĕ нимĕçсем. Бомба çине бомба пăрахнă, пĕрре кисретсе кайнăскерсем каялла тепре таврăнса каллех бомба сирпĕтнĕ. Темччен кĕрленĕ тавралăх, çĕр кисреннĕ, вут-çулăм ялкăшнă, йывăçсем шатăртатса хуçăлнă. Ĕнĕк шăрши сăмсана кĕнĕ... Сахар та йывăр аманнă. Госпитальте ултă уйăх сипленнĕ вăл. Сылтăм аллине тăватă хутчен операци тунă.

– Питÿ çине снаряд ванчăкĕ кĕни темех мар, çавăнпа операци тумастпăр. Атту çĕвĕ йĕрĕ юлсан хĕрсем юратмаççĕ те, качча та пымаççĕ. Кĕçех ташлакан та пулатăн акă, – шÿтленĕ медсестрасем.

– Ташласси тарамччĕ-ха, епле пулсан та фронта васкамалла. Манăн нимĕçсене тавăрмалла. Ирсĕрсем пиччене вĕлернĕ...

– Тавăрмалли вăл пурин те нумай-ха. Сирĕн те, манăн та, ыттисен те. Хушаматна кура акă вĕçсе çеç çÿрĕн. Ун чухне тин ыткăнăн-ха тăшмансем патне.

– Ку вăрçăра тимĕр мар – хурçă та тÿсеймест ахăртнех. Танксем те шăрпăк курупки пек çунаççĕ авă.

...Унччен килне час-час хыпар ярса тăракан салтак алла ручка тытайман, ирĕксĕрех çынна шăрçалаттарма тивнĕ.

– Захар Никифорович, ялта фельдшер пункчĕ пур-и? – кăсăкланнă пĕррехинче госпиталь ĕçченĕсем. – Апла пулсан сана киле ярăпăр, унта сипленĕн малашне. Чылай кĕтмелле пулать санăн аллу тÿрленсе çитессе. Анчах эсĕ ан пăлхан, ан хуйхăр. Кайран йĕркеленет. Аманни çинчен манса та кайăн. Хăть мечĕкпе выля, хăть кимĕпе ярăннă чух кĕсменпе иш...

Метр çурă çÿллĕш салтака çĕр тăрăх сĕтĕрĕнсе пыракан шинель, лакăштатса пыракан пушмаксем, пысăк пилоткă тăхăнтартса тăван тăрăха ăсатнă. Поездра куçĕ çине анса ларнă пилоткăна чăтайман енне чÿречерен персе хăварнă.

– Капла эпĕ катемпи пек тăхăннă та, яла мĕнле питпе кĕрес? Çук, никама та курăнас мар, çавăнпа уйпа çаврăнса хыçпа утас, – тесе малалла ăнтăлнă вăл поезд çинчен ансан.

Тамаша! Тăван ялĕ патĕнче халăх кар тăрса сĕлĕ вырать иккен. Сахара вĕсем аякранах асăрханă.

– Салтак килет, салта-а-а-ак! – тенĕ хăшĕ-пĕри ăна хирĕç ыткăнса. – Уй, Сахар-çке ку, Сахар! Ну, каласам, вăрçă хăçан пĕтет?

Тÿрех аппăшĕ патне кĕнĕ салтак. Часах Сахара курма пускилсем, пуринчен ытла салтак арăмĕсемпе ача-пăча пухăннă. Çынсем ыйтнипе вăрçă çинчен каласа пама тытăннă вăл. "Тем те курнă, тем те тÿснĕ иккен вăл. Итлесе ларнипех хăраса каймалла!" – пăшăлтатнă хĕрарăмсем куççульне шăлса. Салтак ачасене госпитальтен парса янă сахăр катăкĕсемпе сăйланă.

Аманса таврăннă пулсан та ыттисемпе тан колхоз хирĕнче ирĕн-каçăн вăй хунă Сахар. Йăлтах фронтшăн ĕçленĕ.

1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ. Юнтапа ачисем:

– Урра! Урра! Эпир çĕнтернĕ-ĕ-ĕ! – тесе кăшкăрнă.

Тĕлĕнсе пăхнă вĕсем çине уйра ĕçлекенсем.

– Мĕн пулнă ку ачасемпе? – тенĕ ним ăнланаймасăр.

Кĕçех бригадир çитнĕ те вăрçă чарăннине пĕлтернĕ. Савăнăçлă хыпара илтсен пурте пĕр-пĕрне ыталанă. Пĕр хушă куççулĕсене пытармасăр ачасем пек ĕсĕкленĕ...

– Тăватă çул хушшинче пĕрре макăрманнине халĕ макăратпăр-и-ха? Пирĕнех çĕнтерчĕç-çке, э! Эпирех çĕнтертĕмĕр. Çĕнтерме эпир те пулăшрăмă-ă-ăр! – тенĕ хĕрарăмсем хăйсене ниепле алла илеймесĕр.

 

ВĂРÇĂ ХЫÇÇĂН

1946 çулта Захар Никифорович вăрçăра пуçне хунă пĕр ачаллă салтак арăмĕпе Елизавета Ивановнăпа пĕрлешнĕ. Телейлĕ çемьене умлă-хыçлăн çĕнĕ кайăк хутшăннă: Алиса, Толя, Санька, Алеша. Пурнăç урапи пĕр тикĕссĕн куснă...

Пĕр кунхине, çурла уйăхĕнче, Сахар тимĕрçĕ лаççинче апат çинĕ те канмалла тесе сак çине тухса ларнă. Шăп çак вăхăтра ун патне икĕ хĕр ача хашăлтатса чупса çитнĕ.

– Сахар пичче, Сахар пичче! Сирĕн Алюш шыва анса кайрĕ! Çăлмалла ăна, çăлмалла! – тесе кăшкăрса янă.

Сахар пĕве хĕрне çиçĕм пек хăвăрт çитнĕ. Курăк çинче выртакан тĕпренчĕкĕн япалисене тытса хăй çумне чăмăртанă. Ачине шыраса унталла-кунталла чупнă, унтан шыва сикнĕ. Авăра лексе шыв тĕпне анса кайнă Алешăна хăех тупнă вăл. Ăна çĕклесе килне кайнă, мăшăрĕ ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă ачине курсан кăшкăрсах макăрнă.

– Ах, ача-а-а-ам! Кăçал пĕрремĕш класа каймаллискер тупăка кĕрсе выртас терĕн-им? Пире, аçупа аннÿне, ĕмĕрлĕх суран туса хăварас терĕн-ши? – хÿхленĕ ниçта кайса кĕреймесĕр тĕпренчĕкне ыталаса.

Çак хуйăх хыççăн шăп та лăп вун виçĕ çул иртсен Скворцовсен алăкĕнчен каллех инкек пырса шакканă. Тин çеç салтакран таврăннă Толя ывăлĕ сарăмсăр вилнĕ. Хĕсметре тăракан Санька ывăлĕ патне çийĕнчех телеграмма çаптарнă Захар Никифорович. "Тольăпа юлашки хут сыв пуллашма килсем", – тесе çырнă кĕскен.

– Киле курма чĕнеççĕ ĕнтĕ. Маншăн тунсăхланă курăнать, – тенĕ Санька телеграммине прапорщик еннелле тăсса.

Лешĕ унта мĕн çырнине вуласан:

– Ан аташ, кун пек сăмахсемпе ахаль вылянмасть ĕнтĕ аçу, чипер калаç. Шăллу чăнах вилнĕ ĕнтĕ, – тенĕ прапорщик.

– Ай, ун пек мар ĕнтĕ. Нумай пулмасть килтен çыру илнĕччĕ, йăлтах йĕркеллĕ тесе хыпарланăччĕ, – хирĕçленĕ салтак кăмăлсăрланса.

...Мускаври аэропортра Санька ăнсăртран пиччĕшне курнă. Вăл та Тольăна пытарма каять иккен. Санька тин шăллĕ вилнине ĕненнĕ.

Тĕрĕссипе, вăрçă çинчен пачах аса илме юратмасть Захар Никифорович.

– И-и-и! Пурне те ăçтан ас тăвăн? Тем те курнă, тем те тÿснĕ... Чылайăшĕ манăçнă та пулĕ. Паянхи ăру çеç пирĕн пек нушана ан куртăрччĕ. Урăх вăрçă пирки пачах та илтес килмест. Мана пĕве хĕрринчех пулă тытса ларма, хаçат-журнал вулама лайăх, – тет ветеран.

Элиза ВАЛАНС.

Элĕк районĕ,

Юнтапа.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Элиза ВАЛАНС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.