Комментари хушас

13 Çурла, 2014

«Малаллине никам та пĕлес çук»

Аллăмра - фронтран янă виç кĕтеслĕ çырусем. Вĕсен авторĕсем пирки эпĕ халĕччен илтмен, малашнехи шăпи çинчен те пĕлместĕп. Çырусем Муркашри «Тури чăвашсен музейĕнче» упранаççĕ. Асăннă районти Москакассинчи Ирина Смирнова патне шăллĕсем Александрпа Петр Волковсем тата Тушкассинчи Семен Крылов патне ывăлĕ Петр Крылов янă темиçе çыру 70 çул ытла каялла çырнă пек мар, халь çеç шăрçаланнă евĕр туйăнчĕ. Паллах, вăхăт хăйĕн ĕçне тунă: хут сарăхнă, вырăн-вырăнпа çурăлса çĕтĕлнĕ, чернил тĕсĕ «çухалма» пуçланă, анчах унти кашни йĕрки чуна пырса тивет, каччăсем тăванĕсемшĕн тунсăхлани, вăрçă тискер пулнине ăнланни туйăнать, çапах та нимĕçсене çĕнтерессе шанни палăрать.

 

Сывă-и, юратнă аки!

Çыру çырас терĕм юратнă тăван аки патне. Сывă-и, аки, кинеми, Роза! Мĕнле пурăнатăр? Ыр сунса 6-мĕш октябрьте çырас терĕм çырăва. Килте хальхи вăхăтра мĕн ĕçлетĕр?

24-мĕш сентябрьте тăван килтен тухни пĕр уйăх пулчĕ. Паянхи кун пире 750 г çăкăр пама пуçларĕç, малтан 650 г парсаччĕ.

Йысни çыру ярать-и, адресĕ пур-и? Петĕр пичче çырать, унăн адресĕ пур.

Апи мĕнле пурăнать? Манпа пĕрле хамăр ялти Аркади, Крылов Максим, Ситуккассинчи Петров палланă ачасем пур.

Çыру илсен - çырăр. Чылай çĕре çыртăм, пĕр çыру та илеймерĕм.

Юлатăп сывă. Çырупа пĕрле аллăма паратăп. Салампа Александр.

Манăн адрес: Ивановская обл., г. Шуя, п/я 29.

Волков Александр Порфирьевич.

6/X-42 ç.

 

Ырă кун пултăр, Ирина!

Салампа Петька.

Çыру çырас терĕм юратнă аки патне. Чи малтанах сире фронтовикла салампа саламлатăп.

Эпĕ ку эрнере сиртен çыру илмен. Эпир нимĕç йыттисене хĕвел анăçнелле хăваласа яратпăр. Паянхи куна илсен вырăнта лайăх тăратпăр. Апат-çимĕç енчен аван. Разведчиксене хушма паек параççĕ: çу 50 г, сахăр 60 г, çăкăр пĕр вунă-пилĕк кунлăха, эрех 200 г. Эпĕ разведчик. Çыру час-часах çырăр. Ку таранччен сывă пурăнса, малаллине никам та пĕлес çук. Ну, урăх ним пĕлтермелли те çук, хăвăрăн пурнăç çинчен çыр.

Татах та сире салам ярап. Сылтăм аллуна хыттăн чăмăртаса уйрăлатăп. Петька.

13/X-43 ç.

 

Сывă-и, юратнă тăвансем: атте, анне, акай, шăллăм-йăмăксем!

Малтанхи йĕркерех сире ирсĕр нимĕçсене хирĕç çапăçакан ывăлăртан хĕрÿллĕ салам яратăп. Çавăн пекех салам пĕтĕм тăвансене, хĕрсене, мучисене, пускилсене.

Ну, атте, анне, мĕнле пурăнатăр, мĕнле ял хушшинче? Эх, хăть пĕрре те пулин пырса курăттăмччĕ киле, атте, сирĕнпе пĕрле ларса калаçăттăмччĕ, пуплеттĕмччĕ. Килте тырă вырма тухнă та пулĕ. Ялта кам чĕрĕ - нимĕн те пĕлместĕп. Чипер пулсан курма пулĕ, тен. Анчах питĕ хĕн курасси. Ати килте-ши, аки ăçта-ши, Микула мĕнле ĕçлет-ши колхозра?

Эпĕ нумаях çырмас, пока, сывă, таса юлăр. Тăвансене салам калăр.

Салампа Петя. 21/VIII-41.

 

Сывă-и, юратнă атте-анне, ака, шăллăм-йăмăксем!

Малтанхи йĕркерех сире ывăлăртан юратуллă, хĕрÿллĕ салам.

Эпĕ нумай çырмас, анчах хамăн пурнăç çинчен пĕлтерес терĕм. 15 кун ĕнтĕ эпир вăрçă хирĕнче пурăнатпăр. Çав вăхăт хушшинче нумай юлташсем пиртен уйрăлчĕç. Пĕр 7-8 кун каялла Курия курса. Вăл чылай улшăннă, анчах ăна курсан тем пекех савăнтăм.

Манăн килти пурнăç çинчен питĕ пĕлес килет. Килтен Ольга çырнă икĕ çырăва илнĕ, урăх пĕртте нимĕн те илмен.

Раяна калăр, хăть кăшт та пулин çыртăр. Пока таса та сывă юлап. Салампа Петя.

3/VIII-42 ç.

Адрес: Полевая почта, 1526,

508 стрелковый полк, 2-ой батальон.

Пичете Надежда СМИРНОВА хатĕрленĕ.

Редакцирен. Çырусенчи хăш-пĕр сăмах çаврăнăшне сыхласа хăварнă.

Тепĕр хут аса илтеретпĕр: «Хыпар» хаçатра «Фронтран килнĕ çырусем» ярăм уçрăмăр. Унта вăрçă хирĕнчен янă салтаксен çырăвĕсене пичетлеме тытăнтăмăр. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалланă ярăм интереслĕ те тулли пуласси сирĕнтен те, хисеплĕ çыннăмăрсем, питех те нумай килет. «Виç кĕтеслĕ» çырăвăрсем çухаласран шикленетĕр тĕк - унта çырнисене пичетлесе е алăпа çырса редакцие çырупа ярса парăр. Салтакăн сăн ÿкерчĕкĕ пулсан - пушшех лайăх. Ăна, хаçатра пичетленĕ хыççăн, çырупа хăвăрах ярса паратпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.