Юлашки çыру

30 Ака, 2015

«Çак çырăва хамăн пĕртен пĕр юратнă тусăм Маня патне 1941 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче çыратăп. Ну, Маня! Эпĕ çырăвăн малтанхи йĕркинчех манран вут пек хĕрÿллĕ, командирла салам йышăнма ыйтатăп. Тусăм, сирĕн пата текех çырассăн туйăнманччĕ. Çапах та çав телейлĕ кун çитрĕ иккен. Ку çырăва Беларуçри Азаровичирен çыратăп. Паян, утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче, нимĕçсен ункинчен тухрăмăр, аранах хамăрăннисем патне çитрĕмĕр. Çак хушăра икĕ вăйлă çапăçура пултăм, çапах чĕрĕ юлтăм. Тен, телей пулсан, малашне те сывă пулăп. Пĕр уйăхра темле нуша та курма тиврĕ. Йăлтах каласа кăтартма çук.

Беларуç ушахне çуран утса тухрăмăр. Виçшер талăк пачах нимĕн çимесĕр пурăнтăмăр. Сакăр кунра пĕрре çăкăр астиврĕмĕр. Курăкпа, чĕрĕ какайпа çеç хамăра лăплантартăмăр. Çак хыпара илсессĕн мĕнпур юлташна салам кала. Тен, ку манран юлашки çыру пулĕ. Енчен те чĕрĕ юлсан татах та çырăп-ха. Эсир çыру ан ярăр. Эпир часах тепĕр çапăçăва каятпăр. Вĕçлетĕп. Сывă пул! Салампа /алă пуснă/. 23.7.41ç.»

Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ялĕнче çуралнă, кайран Туçа ялĕнче ÿссе çитĕннĕ Павел Анисимович Ермолаев хăйĕн савнийĕ патне вăрçă хирĕнчен пĕртен пĕр çыру çырма ĕлкĕрнĕ. Унран урăх пĕр хыпар та килмен. Тăванĕсем паянхи кун та вăл ăçта, хăçан вилнине нимĕн те пĕлмеççĕ. Вăрçă хыççăн ун çинчен мĕн те пулин пĕлес тесе çырупа темиçе хутчен те çар комиссариатне тухнă, пĕрре кăна мар шыраттарнă, анчах та нимĕнле хурав та кĕтсе илеймен.

Хайхи Маня, Мария Алексеевна Пудовкина, халĕ Шупашкарта пурăнать. Вăл кĕркунне 94 çул тултарать. Савнийĕн çырăвне вăрахчен упранă вăл, кайран, çулсем иртнĕ май, хăйĕн чи çывăх тантăшне, вăрçăран таврăнайман Павлушăн йăмăкне Тамарăна, панă. Виçĕ çул каялла Тамара Анисимовна пурнăçран уйрăлса кайнă, хаклă çырăва халĕ унăн хĕрĕ, Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнче пурăнакан Лариса Толстова, упрать.

33 çул шкулта учительте ĕçленĕ, халĕ ялти клубра тăрăшакан Лариса Павловна 74 çул каялла шăрçаланă йĕркесене таса хут çине куçарса çырнă. Çак кунсенче кивĕ, сарăхнă çырăва илсе ятарласа Мария Алексеевна патне хăнана килчĕ. «Палланă почерк. Ман Павлуша çырнă. Епле манса кайăн-ха, хам куç хупмасăр та асран тухас çук», - терĕ те Мария Алексеевна, питçăмарти тăрăх юхса аннă çут куççуль тумламĕсене вăрттăн шăлчĕ. Çутă та типтерлĕ хваттерти ăшă калаçу мĕн хĕвел аничченех тăсăлчĕ.

Утă çулнă вăхăтра

- Вăрçă тухнă кун, 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче, эпир кунĕпех улăхра утă çултăмăр. Ешĕл курăкĕ хамăр çÿллĕшехчĕ. Çамрăк пулнă, ывăнма та пĕлмен. Киле хĕвел ансан кăна таврăнтăмăр. Каçхине хитре тумланса вăййа тухрăмăр. Паллах, пурте савăнăçлă, сăн-пит кулăпа çиçет... Мĕншĕн хурланмалла пирĕн? Анчах та çамрăксем темшĕн ытти чухнехи пекех хавас мар. «Вăйă шухăш пулмалла мар паян, вăрçă тухнă», - терĕç пире урампа пыракансем. Пуçран темĕнпе çапнă пек пулса кайрĕ. Çиçĕмкассинчи /Йĕпреç районĕ/ парка çитрĕмĕр. Пурин те кăмăлĕ пусăрăнчăк, юрлас-ташлас шухăш та пĕтрĕ. Чăх чĕпписем пек пĕр çĕре пухăнтăмăр та вăрахчен калаçса лартăмăр. Кам макăрчĕ, кам çĕрĕпех ним чĕнмерĕ... Ирхине каллех утă çулма тухса кайрăмăр. Пачах урăх кăмăлпа. Çав кунран пирĕн Çиçĕмкассинче юрă сасси çухалчĕ. Вăйă мĕн иккенне пĕр кун хушшинче манса кайрăмăр, - куççульпе аса илет Мария Алексеевна.

Маня та авăн уйăхĕ çитсен тантăшĕсемпе пĕрле шкула кайнă. Анчах та нумаях та вĕренеймен, вуннăмĕш класра ăс пухакансене Сăр хĕррине окоп чавма илсе кайнă. Вăл хăй çултисенчен ик-виçĕ çул аслăрах пулнă. Аякран куçса килнĕ хĕрача кĕçĕнреххисемпе вĕреннĕ. Сăр тăрăхĕнчен Çĕнĕ çул иртмесĕр те таврăнайман. Нушине çамрăксем сахал мар курнă кунта. Пăр катса чавасси пĕртте çăмăл пулман. Хĕл кунĕнче вăрманти йывăç ÿплере пурăнма тивнĕ вĕсен. Çуркунне енне çеç вĕренме тытăннă. «Вăрçа кайса пĕтнĕрен шкулсенче учительсем çитместчĕç. Пире, хĕрсене, çăва тухсанах РОНОна ячĕç. Тамарăпа иксĕмĕр Йĕпреçре, педагогсен курсĕнче пĕлÿ пухма тытăнтăмăр. Методика, педагогика вĕрентетчĕç, учительсемпе, ачасемпе хамăра шкулта мĕнле тытмаллине хăнăхтаратчĕç. Йĕпреçе çитме кăна 15 километрччĕ, кайран каялла таврăнмаллаччĕ. Калама çук ывăнаттăмăр. Ун чухне нимĕнле транспорт та пулман. Халь халăх кăштах та утасшăн мар», - тет Мария Алексеевна.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче тантăшĕпе Тамарăпа Йĕпреç районĕнчи Туçа вăтам шкулĕнчи пĕрремĕш класа килнисене вĕрентме тытăнаççĕ.

 

Михĕ айне пулман

Çемьере асли пулнăран Маньăна амăшĕ ытлах шеллемен. Çавна май килти мĕнпур йывăр ĕç ун çине тиеннĕ. Пĕчĕкскер çунă-тасатнă, йăмăк-шăллĕне кунĕпе те куçран вĕçертмен.

«Лашапа çÿресен киле вутă та, утă та илсе килме пулать. Бригадирпа калаçрăм, сана ырантан Йĕпреçе тырă леçме яратăп», - тенĕ пĕррехинче амăшĕ. Тем пекех хĕпĕртенĕ 13 çулти хĕр пĕрчи. Анчах та тырра илсе çитернисĕр пуçне йывăр лава пĕчченех пушатма тивнĕ. 80-90 килограмм таякан михĕсене иккĕмĕш хута илсе хăпартма ачана мар, мăн çынна та çăмăл пулман.

- Эпĕ ачаран яваплă пулнă, хирĕçлеме пĕлмен. Мĕн хушнине яланах итленĕ. Хамран пысăк хутаçсене сĕтĕрнĕ чухне ал-ура чĕтретчĕ, - аса илет Маня аппа.

- Ытла та çамрăк-çке. Мĕн туса çÿретĕн кунта, михĕ айне пулатăн. Мĕнле хăпартăн-ха çÿлелле? - шелленĕ ял хĕрарăмĕсем.

Пĕррехинче çапла Йĕпреçрен таврăнаканскерне Павлушка тĕлпулнă. Вăл та çак пĕчĕк хĕрача тырă леçме çÿренинчен тĕлĕннĕ.

- Эсĕ çамрăк-ха. Ырантан ниçта та каймастăн. Татюк инкене калатăп, сана Йĕпреçе урăх ан ятăр, - тенĕ Маньăна хĕрхенсе.

 

«Ку хĕр манăн»

Пудовкинсем ку яла Тюмень тăрăхĕнчен куçса килнĕ. Пысăк çемьене Канашра лашапа кĕтсе илнине халĕ те лайăх астăвать-ха Мария Алексеевна. Ашшĕ яла маларах килсе çурт туяннă. «Ачаран калама çук яваплă пулнă çав. Анне мана чи пĕчĕккине, ултă уйăхри Афоньăна, тыттарчĕ те: «Кăна лайăх илсе çитермелле. Унпа мĕн те пулин сиксе тухсан эсĕ айăплă пулатăн», - терĕ. Анчах та пысăк сăртран аннă чухне вĕсен çуни тÿнсе каять. «Эпир, саккăрăшĕ те, юр айне пултăмăр. Ман алăри Афоня та тухса ÿкрĕ. Пĕрин хыççăн теприне юр ăшĕнчен чавса кăларатпăр. Пурте тупăнчĕç, пĕр Афоня кăна çук. Таçтан пĕр ача чупса çитрĕ те вăл та пĕрле пирĕн пĕчĕккине шырама пуçларĕ, кăштахран мана Афоньăна пырса та тыттарчĕ. Ун чухне вăл маншăн Турă вырăннех пулчĕ. Ачана юр айĕнчен сĕтĕрсе кăлараканни хайхи Павлушка пулнă-мĕн. Ялан ман тавра çÿренĕ вăл», - куç умне кăларать çав вăхăта Мария Алексеевна.

Кайран, темиçе çул иртсен: «Маня, сана пĕчĕк Афоньăна тупса панă чухнех суйласа илтĕм. Ку хĕр ÿссен манăн пулать терĕм», - пĕрре курсах куç хывни пирки пĕлтернĕ Павлуш.

 

«Чĕрĕ апла, чĕрĕ»...

Павел Ермолаев вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Йĕпреç районĕнчи Хурамалта кĕçĕн классен учителĕнче тăрăшнă. Кайран ăна Хусана пропаганда ĕçне вĕренме янă. 1939 çулта Хĕрлĕ Çара илсе кайнă. Маня патне Брестран кашни эрнерех çыру çырса тăнă салтак.

- Чикĕре лăпкă мар. Çĕрĕпе çывăрмаççĕ, темĕн турттараççĕ. Чун темĕн лайăх маррине туять, - çакнашкал хыпар янă вăрçă умĕн.

- Çук, пирĕн таса юрату кăна пулнă. Юнашар утма та, алăран тытма та вăтаннă эпир. Çапах та çырăвĕсем çын аллине лекесрен хăраттăм, вĕсене пысăк сумкăра, япаласен айĕнче усраттăм. Ялта пÿрт лартнă чухне чылайăшĕ çухалнăччĕ, кайран таçтан тупăнчĕç. Паянхи кун та çав çырусене пăрахма хăяймастăп, тĕркеме пытарса хутăм. Эпĕ вĕсене вуласа мĕн чухлĕ макăрман-ши? - чунне уçать Мария Алексеевна.

Вăрçă хирĕнчен вара пĕр çыру кăна килейнĕ. Çав куна питĕ лайăх астăвать Мария Пудовкина. «Эпĕ ялта садикре ĕçлеттĕм. Тахçантанпах ĕнтĕ Павлушран хыпар çукчĕ. Почтальон пĕр кунхине çыру килсе тыттарчĕ. «Ун алли, апла чĕрĕ», - кăкăр çумне тытрăм конверта», - куçне шăлать Мария Алексеевна.

Кăштахран ача садне Павлушăн ашшĕ çитнĕ. «Маня, ыйтма та лайăх мар та, пирĕн Павлуш сан пата çыру янă теççĕ. Чăнах-ши?» - пуçне чиксе хăюсăррăн калаçнă Анисим Ермолаев. Маня та вăтанса тин çеç çыру илнине пĕлтернĕ.

- Чĕрĕ апла, ман ывăл чĕрĕ, - тем пекех хĕпĕртенĕ Павăл ашшĕ. Кăштахран вĕсем те савăнăçлă хыпар илнĕ. Анчах та ку юлашки çыру пулнă.

Мария кашни кун хыпар кĕтнĕ. Почтальон хăйсен еннелле утнине курсан чарăнса тăнă, шанчăкпа пăхнă унăн куçĕнчен. Çук, пĕр çул, икĕ çул иртнĕ. Урăх пĕр çыру та килмен. Шанăç пĕтнĕ. 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, шăп Çĕнтерÿ кунĕнче Маня ялти учителе качча тухнă...

Мария Алексеевна ĕмĕр-ĕмĕр шкулта ачасене вĕрентнĕ. Унăн ĕç стажĕ - 50 çул. Вăл халĕ Шупашкарта пурăнать. 94 çула çывхараканскер пасара та, больницăна та пĕчченех çÿрет, кил-çуртне типтерлĕ тытать. Шел те, пĕр ывăлĕ çуралсанах, тепри тăватă çул каялла çĕре кĕнĕ. Хĕрĕ Аля амăшĕ патне кашни кунах килсе çÿрет. Мăшăрĕ Василий Давыдович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, тахçанах çĕре кĕнĕ. Пĕр-пĕрне чунтан хисеплесе, килĕштерсе пурăннă вĕсем.

 

Елена АТАМАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.