Манăн пичче - танкист
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кашни çемьеренех хутшăннă. Манăн пичче те тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Вăрçăран таврăнсан вут-çулăм витĕр утса тухнă кун-çулне час-часах асаилетчĕ.
Леонид Михайлович Михайлов 1925 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче Калинин районĕнчи /халĕ - Вăрнар/ Уйкас Явăшра çуралса ÿснĕ. Çичĕ класс пĕтерсен колхозра вăй хунă.
Хаяр вăрçă пуçлансан ялти каччăсем, арçынсем фронта тухса кайнă. Вăйпитти çын юлманнипе 1942 çулта пиччене, 17 çулти йĕкĕте, бригадира суйланă. Çулталăкран ăна та вăрçа кайма повестка çитнĕ.
Малтанах çамрăка виçĕуйăхлăх шоферсен курсне вĕренме янă. Вĕренсе тухсан вăл генерала турттарнă. Пĕррехинче, кĕпер урлă каçнă чухне, сасартăк кивĕ машина çул варринчех çĕмĕрĕлсе ларать. Вĕсем хыççăн вара вăрçă хатĕрĕсем тиенĕ машинăсем пынă. «Сутăнчăк!» - тарăхса кăшкăрашнă генерал, пиччене персе пăрахма тăнă. Çĕршыв ертÿçи Сталин пĕр утăм та каялла чакмалла мар тесе каланине пурнăçлаймасран хăранă пулас. Ватă салтаксем машинăсенчен анса генерала йăлăнма тытăннă: «Тархасшăн, персе ан пăрахăр, Михайлов айăплă мар». Унтан вĕсем машинăна хăвăртрах юсаса кĕпер урлă каçса кайнă.
- Вунтăххăртах çут тĕнчерен уйрăлаттăм, - хурланса асаилетчĕ вăл çак пăтăрмаха.
Унтан танкист пулса çапăçнă. Юнлă вăрçă хирĕнче тăшмана аркатнă, вилĕмрен хăраман пичче. Пуçĕнче те ăна çĕнтерес шухăш кăна пулнă.
1944 çулхи декабрьте çырмаран танкĕпе машина туртса кăларма тытăннă. Тăшман бомба пăрахнăран унăн техники хыпса илнĕ. «Çунакан шинеле юр çинче йăваланса аран сÿнтертĕм», - каласа паратчĕ юратнă тăванăм.
Пĕррехинче, вут-çулăм самантлăха лăплансан, салтаксене пăтă валеçсе çÿренĕ. «Эпир, Мускав каччипе, Володя текенскерпе, танкран анса окопа апат çиме вырнаçрăмăр. Эпĕ пĕр кашăк пăтă хыпрăм, Володя çăтса та ĕлкĕреймерĕ - сасартăк тăшман бомба пăрахса пире çĕрпе хупласа та хучĕ. Окопран тухсан пăхатăп: юнашар ларнă, пĕрле çапăçнă юлташăм ĕмĕрлĕхех куçне хупнă», - асаилĕве малалла тăсатчĕ вăл.
Вăрçă чарăнсан Леонид Михайлович Мурманск облаçĕнчи Кандалакша хулинче хĕсметре виçĕ çул тăнă. Вăрçăра хăюллăн çапăçнă пиччепе мăнаçланатăп. Астăватăп-ха: 1948 çулта сержант пулса кăкăр тулли медальпе киле таврăнчĕ. Шел, 14 çул каялла вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Анчах пиччем нихăçан та манăçа тухмĕ.
Нина Парамонова. Вăрнар районĕ, Малтикас ялĕ.