Аслă çĕнтерÿ: 70 çул

23 Ака, 2015

Самолет туянма купăсне те сутнă

Сывă-и, салтак?.. Хаяр вăрçă хирĕнче вăй-халне шеллемесĕр çапăçнă тăванĕсене хавхалантарас тĕллевпе шăрçаланă миçе çыру çавнашкал сăмахсемпе пуçланман-ши?

23 Ака, 2015

Почтальон çыру валеçме те хăратчĕ

Тискер вăрçăн терт-нушине Вăрмар районĕнчи Чулкаç салинче пурăнакан Лидия Ильинична та аванах тутаннă. Çĕнĕ Кавал ялĕнче çуралнă вăл. Ашшĕнчен виçĕ çултах тăлăха юлнăскере асаплă çав кунсене аса илме ыйтсан Лидия Ивановăн куçĕ шывланчĕ. Ассăн сывласа илсен хăрушă вăхăта куç умне кăларчĕ.

23 Ака, 2015

Вăрçă никама та пуçран лăпкаман

Вăрçă пуçланиччен, 1940 çулта, Аслă Канаш Президиумĕ ялти тата хулари ачасемпе çамрăксене ĕç резервĕсем валли хатĕрлемелли çинчен хушу йышăннă. Патшалăх ăна пурнăçласа фабрикăсемпе заводсенче ĕçлеме квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме тытăннă. Пиншер çамрăка ФЗОна явăçтарнă.

22 Ака, 2015

Ашшĕсĕр ÿснĕ, нуша тÿснĕ

Ашшĕне вăл пачах астумасть тесен те юрать. Лешĕ вăрçа тухса кайнă чухне хĕрача тăватă çулта кăна пулнă. Халĕ Любовь Филипповна Дмитриева хăй те 80 çулалла çывхарать. Çавах та ачалăхри самантсем пуçра юлнăнах туйăнать. Акă ашшĕне ăсатма пÿрте халăх йышлă пуçтарăннă. Ашшĕ аллипе çÿле çĕклесе, ачашласа тытнă пек... Ытти асра юлман. Апла мар-ха: тепĕр саманта та асаилме пултарчĕ хĕрарăм. Ĕçрен таврăннă чухне ашшĕ ачисем валли сушка туяннă. Унăн çыххине хăйĕн мăйĕ çине çакса яни тăваттăри Люба асĕнчен тухма пултарайман.

22 Ака, 2015

Сумлă вырăнне тупчăрах

«Хыпар» хаçат редакцине кулленех республикăри хуласенчен-районсенчен кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те çыру сахал мар килет. Унăн авторĕсем Чăваш Енĕн историйĕпе, аталанăвĕпе, çыннисемпе кăсăкланаççĕ, хăйсен шăпипе паллаштараççĕ. Пулăшу ыйтакан та пур. Аякри Çĕпĕртен çитнĕ çак çырăва çавсен йышне кĕртесшĕн. Шăмăршă районĕнчи Васан ялĕнче çуралса ÿссе Барнаул хулинче тĕпленнĕ Валентина Копысова /хĕр чухнехи хушамачĕ - Полякова/ Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ умĕн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă чухне паттăрлăх кăтартнă Петр Иванович Поляков çинчен аса илтересшĕн.

Pages