Ашшĕсĕр ÿснĕ, нуша тÿснĕ
Ашшĕне вăл пачах астумасть тесен те юрать. Лешĕ вăрçа тухса кайнă чухне хĕрача тăватă çулта кăна пулнă. Халĕ Любовь Филипповна Дмитриева хăй те 80 çулалла çывхарать. Çавах та ачалăхри самантсем пуçра юлнăнах туйăнать. Акă ашшĕне ăсатма пÿрте халăх йышлă пуçтарăннă. Ашшĕ аллипе çÿле çĕклесе, ачашласа тытнă пек... Ытти асра юлман. Апла мар-ха: тепĕр саманта та асаилме пултарчĕ хĕрарăм. Ĕçрен таврăннă чухне ашшĕ ачисем валли сушка туяннă. Унăн çыххине хăйĕн мăйĕ çине çакса яни тăваттăри Люба асĕнчен тухма пултарайман.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ашшĕн çырăвĕсене Любовь Филипповна çак таранччен еплерех типтерлĕ упранине курасчĕ сирĕн! Çав çырусен ĕмĕрĕ 72 çулпа танлашать.
Филипп Андреевич Удиванов çырнă вĕсене. Алли витĕр тухнă илемлĕ саспаллисем чăннипех пĕр тикĕссĕн шăрçаланнă. Сăмахсене йăнăшсемсĕр çырма тăрăшни те палăрать. Хутла аван пĕлнĕ çав Филипп Андреевич. Вăрçа кайиччен СССР патшалăх планĕн Советски /халĕ Элĕк/ районĕпе ĕçленĕ ЦСУ инспекторĕ, пай заведующийĕ пулнă. Ăнланмалларах каласан статистика учрежденийĕнче тăрăшнă.
1942 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче юратнă мăшăрне 4 ачапа /асли – 7 çулта, кĕçĕнни – 5 уйăхра/ хăварса Элĕк районĕнчи Прашкушкăнь ялĕнчен тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. 1943 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене хутшăннă хыççăн пуç хунă. Çак кун вăл Бехи ялĕ çывă-хĕнчи çапăçура артиллери хатĕрне чарăнми ĕçлеттерсе танксен десантне, Т-4 йышши танка, 14 нимĕç фашисчĕпе офицерне пĕтернĕ. Ăна Житомир облаçĕнчи Коростенски районĕнчи Бехи ялĕнчи тăванла масарта пытарнă. 1943 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнчи приказпа вара 2 степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе наградăланă.
Ашшĕ çинчен ытларах пĕлес темен пулсан Любовь Филипповна паян ун çинчен вăрах хушă каласа кăтартаймĕччĕ. Филипп Андреевич наградăна тивĕçнине вăл архивра шыраса тупнă. Çакна кура награда салтак арăмĕ патне иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче кăна çитнĕ. Ашшĕне пытарнă вырăна та çыру ярса хурав илнĕ. Нумай тĕпченĕ май çĕннине ытларах пĕлнĕ.
Ашшĕсĕр ÿснĕрен нушине сахал мар тÿснĕ. 9 çухрăмри шкула çуран çÿренĕ, шыв урлă каçнă чухне урари çăпатине йĕпетес мар тесе салтнă. Каçсан - сырнă. Каялла таврăннă чухне хул хушшине хĕстернĕ те çарран чупнă.
Çемьери 4 ачаран паян иккĕшĕ пурăнать. Любовь Филипповна, çар çыннине качча тухнăскер, чылай вăхăт Мускав облаçĕнчи Пушкино хули çывăхĕнчи хупă çар чаçĕнче пурăннă. Çар чаçĕнчи финанс пайне ертсе пынă. Ашшĕ пекех вĕренме юратнă. Техникум, институт, университет пĕтернĕ. Нумай курнă, нумай пĕлет, темĕнле йывăрлăха та çирĕппĕн тÿссе ирттернĕ. Яланах ашшĕн паттăрлăхне, амăшĕн ырă ятне асра тынă. Вунă çул каялла, Аслă Çĕнтерĕвĕн 60 çулхи юбилейне халалласа вăрçăра пуç хунă ашшĕ ячĕпе сăвăсем хайлама тытăннă. Вĕсене вырăсла çырнă. Сăвăсенчи кашни йĕркере - ашшĕшĕн хуйхăрни, тунсăхлани, вăрçа ылханни.
Паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Филипп Андреевич Удиванов 72 çул каялла вăрçă хирĕнчен акă мĕнлерех çырусем янă:
"18 марта 1943 г.
Сывлăх пултăр сире юратнă атте.
Чи малтанах сире хăвăн ывăлунтан красноармейски салам йышăнма сĕнетĕп тата кинпе Юрăна та салам. Ку вăхăта илсен эпĕ аван таса пурнап.Чĕлĕм туртма тапак параççĕ, анчах та килтенех чĕлĕм туянса килмелле пулнă, кунта туртма çук. Кунсерен 100-шер грамм эрех параççĕ.
Килте мĕнле пурнатăр, çырса пĕлтерĕр. ... вутăран япăх пулмалла, анчах та темле пурнаççĕ, калама пĕлмес. Трофимăн çыру пур-и, мĕнле пурнать, çырать-и. Çыру пулсан унăн адресне пĕлтерĕр.
Кунсăр пуçне Настя мĕнле пурнать. Эпĕ çыру çыртăм, анчах та çырса пĕлтермерĕ. Эпĕр ку вăхăтра Курск облаçĕнчи Фатеж хулинче пурнатпăр. Пирĕн çине тискер кайăксем вĕçсе килсе пуç çинче çаврăнса помбăсем пăрахкаласа каяççĕ.
Атте, колхозра мĕнле пурнаççĕ, тырă ĕç кунне миçе кграм параççĕ, тата пирĕн миçе ĕç кунĕ туса мĕн чуль тырă илнĕ-ши.
Пока сывă пулăр, эпĕ те сывах юлатăп. Ман адрес çапла: Полевая почта 2387, часть 343, Удиванову Ф.А.
Салампа сирĕн аллăра тытатăп сирĕн ывăлăр Филипп.
Гор. Фатеж Курской области."
"Действующая Армия
14 октября 1943 г.
Сывлăх пултăр сире юратнă çемье. Чи малтанхи йĕркерех сире, Маруся, сана хăвăн çывăх юлташунтан, Гена, Люба, Валя, Майя Сире хăвăрăн аçунтан, Аттене хăйĕн ывăлĕнчен, кине пиччĕшĕнчен, Юрана ... юратуллă салам йышăнма ыйтатăп Днепр шывĕн сылтăм енчен. Унсăр пуçне ытти тăвансемпе хурăнташсене те, тата пускилсене те салам манран.
Паянхи куна эпĕ таса пурнап, анчах та сиртен çыру кашни кунах кĕтеп, но кĕтсе илме çук, инçете юлтăр.
Паянхи кун эсир Пукрав праçникне ирттеретĕр мансăр пуçне, но анчах мансăр питех савăнăçлă пулас çук пек курнать. Эпĕ пĕр эрне каялла кĕрÿрен çыру илтĕм, вăл та аван таса пурнап тесе çырать. Малти ретрен канма тухрăмăр тенĕ.
Хĕл çывхарса çитет, сивĕсем пуçланаççĕ, вутăран мĕнле пурăнăр, çавăншăн шухăшлатăп. Эпĕр кунта аптăрамастпăр, çĕр чавса выртатпăр та питĕ ăшă пулать. Атте мĕнле пурăнать Юрăпа-кинпе, Трофимăн çыру çук пулĕ те. Эпĕ ăна темшĕн тĕлĕкре час-часах куратăп. Тата килти манăн çуртсем тĕлĕкре веçех саланса пĕтнĕ, çавнашкал тĕлĕксемпе апашланатăп. Гена шкула каять-и, мĕнле вĕренет. Генăна шкула ярса вĕрентме тăрăшас пулать. Анкартишсене пуçтарса пĕтертĕр пулĕ. Улмине лайăх пăхас пулать, шăнтса сая ан яр, унсăрăн çимелли ним те пулас çук.
Сывă пулăр, сывах юлап. Çыру çырăр.
Салампа сирĕн Филипп."
Ирина НИКИТИНА хатĕрленĕ.
Редакцирен: çырусене нимĕн улăштармасăр пичетлетпĕр.