Комментари хушас

23 Ака, 2015

Самолет туянма купăсне те сутнă

Сывă-и, салтак?.. Хаяр вăрçă хирĕнче вăй-халне шеллемесĕр çапăçнă тăванĕсене хавхалантарас тĕллевпе шăрçаланă миçе çыру çавнашкал сăмахсемпе пуçланман-ши? Амăшĕсем, мăшăрĕсем, аппăшĕ-йăмăкĕ çырнă сăмахсенче палăракан тăван кил ăшши салтаксене Тăван çĕршывшăн юлашки юн тумламĕччен паттăррăн çапăçма çунатлантарнă. Çак çырусемех шартлама сивĕре те, тăшман çывăхра пулнă чухне те питре йăл кулă çуратнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче никама та çăмăл пулман. Уйрăмах - хĕç-пăшал тытса тăнăçлăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн çапăçнисене. Тăван ялĕсенче юлнă çемйисем те кунсем шутланă, Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă çемье тĕрекĕ чĕрĕ-сывă таврăнасса шаннă...

Укçа, тыр-пул, апат-çимĕç...

Нимĕçсем Совет Союзне тапăннă хыпар сарăлсан вăйпитти арçынсем, пĕве кĕнĕ каччăсем тăван тăрăхпа сывпуллашса вăрçă хирне çул тытнă. Ялсенче ватăсем, хĕрарăмсем çеç юлнă. Вăй илме пуçланă колхозсен ĕçĕ нумайланнă, заводсенче тăрăшакансем сахаллăн юлнă. Çул çитмен яшсемпе хĕрсен фронта кайнă ашшĕсем вырăнне ĕçе вырнаçнă. 1941 çулта Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсене йĕлтĕрсемпе чылай çуна хатĕрлеме хушнă. Вăрçă çулĕсенче республикăра 16472 вакун, 10 ытла танк, 15 бронепуйăс юсанă, юр тасатмалли 50 хатĕр хута янă. Рабочисемпе колхозниксем çапăçу хирĕнчи паттăрсене апат-çимĕç, хĕç-пăшал, тумтир ярса панă. Вăйпитти арçынсăр юлнă ялсем фронта çăкăр, пахча çимĕç, какай, çу ăсатас тĕллевпе иртен пуçласа каçчен тар тăкнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче чăваш колхозникĕсем çапăçу хирне 1 миллион та 210 пин пăт çăкăр, какай, сĕт, çăмарта... ăсатнă. Акă республикăри рабочисем пухнă укçа-тенкĕпе темиçе пин бронепуйăс, «Чăваш Ен колхозникĕ», «Чăваш Ен тракторисчĕ» танк колоннисем, çапăçу самолечĕсем хатĕрленĕ. Çамрăксем сĕннипе 1941 çулта пухăннă 974910 тенкĕ Канашра тунă «Чăваш Ен комсомолĕ» бронепуйăс валли кайнă. Хĕрарăмсем вăрçă çулĕсенче хушпăвĕсемпе тухйисене панă тĕслĕхсем те пулнă. Тăван çĕршывшăн нимĕн те шеллемен паттăрсен ячĕсене асăнса пĕтерме те çук. Акă, сăмахран, Улатăр районĕнчи Андрей Сарсков хăй пухнă укçапа туяннă самолета Совет Союзĕн Геройне Федот Орлова парнеленĕ. Элĕк районĕнчи Синер ялĕнче пурăннă Петриковсен çемйи вара «Халăх учителĕ» танк колоннине тумашкăн 1015 тенкĕ, 25 пăт тулă, 21 килограмм пыл панă... Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.