Комментари хушас

23 Ака, 2015

Почтальон çыру валеçме те хăратчĕ

Тискер вăрçăн терт-нушине Вăрмар районĕнчи Чулкаç салинче пурăнакан Лидия Ильинична та аванах тутаннă. Çĕнĕ Кавал ялĕнче çуралнă вăл. Ашшĕнчен виçĕ çултах тăлăха юлнăскере асаплă çав кунсене аса илме ыйтсан Лидия Ивановăн куçĕ шывланчĕ. Ассăн сывласа илсен хăрушă вăхăта куç умне кăларчĕ.

- Тырă вырма пуçлайманччĕ ун чухне. Эпĕ, тăваттăмĕш класс пĕтернĕскер, Вăрмара кайнăччĕ. Чукун çул çинчи тавар пуйăсĕ умĕнче Кавал пасарĕнчи пек хĕвĕшекен халăха курсан чĕрем сÿ! турĕ. Çар çыннисен асли-ши, «Вакунсене!» хыттăн команда парсан пуçтарăннисем пĕр саслă пулса шари! çухăрса яни хăлхара паянхи кун та янăрать пек... Эшелон вырăнтан хускалса кайни куç умĕнчех, - нихăçан манăçми куна аса илчĕ «вăрçă ачи». Ун чухне вуникĕ çулта пулнăскерĕн çав вăхăтри çынсен сăнĕнче йăл кулă çухални яланлăхах пуçĕнче çырăнса юлнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.