- Чăвашла верси
- Русская версия
Асăну паркĕ
Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемри библиотекăран халăх татăлма пĕлмест. Кĕнеке-хаçат вулама çÿреççĕ, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ.
- Кăçал пирĕн ларса канма та вăхăт çук: Çĕнтерÿ кунĕ, Литература çулталăкĕ тата ытти те, - каласа парать Таисия Иванова библиотекарь. - Кашнине асра юлмалла ирттерсе ярасшăн, мероприятисене ялйыша явăçтарасшăн.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ Шелттемсем. Пĕлтĕр Культура çурчĕпе юнашарах парк тунă. Уйăрнă лаптăкра иртнĕ кĕркунне 50 симĕс чăрăш лартса хăварнă. Вăрçа хутшăннисене асăнса çĕнĕ палăк туса лартнă. Парк йĕркелеме ку тăрăхран тухнă Николай Николаев пайтаçă нумай пулăшнине палăртаççĕ çынсем. Çывăх вăхăтра, Çĕнтерÿ кунĕнче, ăна уçĕç.
Вăрçа хутшăннă Шелттем тăрăхĕнчи çынсемпе паллаштаракан стенда библиотекăра йĕркеленĕ. Унта вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă.
- Республикăри «Асăну кĕнеки» тата хамăр енчи «Канаш районĕн Асăну кĕнеки» кăларăмсемпе ĕçлерĕмĕр. Вĕсенче палăртнă тăрăх Кĕçĕн Шелттем ял тăрăхĕнчи пилĕк ялтан 350 çын вăрçа тухса кайнă. Эпир çав списока тепĕр хут тĕпчерĕмĕр. Çар комиссариатĕнчи, архиври документсемпе паллашнă хыççăн список татах вăрăмланчĕ. Пирĕн тăрăхран фашистсене хирĕç 529 çын çапăçни палăрчĕ. Вĕсен хушамачĕсене çĕнĕ палăк умĕнчи гранит çине çырса хурĕç. Унсăр пуçне ветерансен 200 сăнÿкерчĕкне пуçтартăмăр. Шел, вăл вăхăтра сăн ÿкерĕнсех кайманнипе, çамрăк ăру хаклă пурлăха, аслисен докуменчĕсене, сăнÿкерчĕкĕсене упраманнипе, тупма йывăр. Документсемпе çырусенчен альбом йĕркелерĕмĕр. Вăл хаклă материалсемпе пуянлансах пырать, - терĕ Таисия Васильевна.
Шелттем тăрăхĕнчен çемйи-çемйипе фронта тухса кайнă. Акă Çĕнĕ Шелттемри Захаровсем çиччĕн алла пăшал тытнă. Çав шутра пиллĕкĕшĕн пурнăçĕ вăрçă хирĕнчех татăлнă.
- Вĕсем нихăçан та пирĕн асăмран тухмĕç. Хамăр паттăрсемпе, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн кун-çулне шеллемен çынсемпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр, - теççĕ кунта. - Вăрçа хутшăннă пĕр çын та ятсăр çухалмĕ.
Лариса НИКИТИНА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас