Сывлăх

16 Çу, 2014

Календула

Хĕвел чечекĕ теççĕ календула пирки. Чылайăшĕн пахчипе кил умне илем кÿреççĕ вĕсем. Хăшĕ-пĕри унăн чечекне типĕтсе тирпейлĕн пуçтарса хурать. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн ун çинчен манса каять. Вăл вара пире кирек хăçан та пулăшма хатĕр. Пыр ыратсан календула шывĕпе çăвара чÿхеме аван. Хырăмлăхпа пыршăлăх чирĕсенчен те пулăшать.

15 Çу, 2014

Паян «Сывлăх» хаçатăн çĕнĕ номерĕ пичетленсе тухрĕ 19 (784)№

  • Хăлха çине - чуста.
  • Гастрит нушинчен.
  • Пĕтĕмпех - çарăкран.
  • Вăрăм ĕмĕр эликсирĕ.
  • Подагра чухне апата суйласа çимелле. Тĕплĕнрех
  • Чăмла-чăмла пурнăçа тăсатпăр.
  • Холестерина аванах чакарма пулать.
15 Çу, 2014

АПАТА СУЙЛАСА ÇИМЕЛЛЕ

Подагрăпа чирлисен кăшкар ути йÿçекĕ тата тăвар нумай апат-çимĕçе рационран кăлармалла, белок, çу, углевод виçине чакармалла. Сĕт, шыв ытларах ĕçмелле, пахча çимĕç çимелле.

Мĕн юрать

15 Çу, 2014

СĂРА АЛКОГОЛИЗМĔ САРĂЛСАХ ПЫРАТЬ

Европăри демографи ыйтăвĕсене тĕпчекен специалистсем çак ыйту хăватлă алкоголе хăнăхнă çĕр-шывсенче уйрăмах çивĕч тăнине тахçанах асăрханă. Пирĕн çĕр-шывра пачах урăхла пулнă. Совет Союзĕ халăх сăра питĕ сахал ĕçекеннисен шутĕнче тăнă: çулталăкра пĕр çын пуçне вăтамран 17-26 литр ĕçнĕ. 2005 çул тĕлне вара 62 литра çитнĕ, паянхи кун Европа шайĕпе танлашать - 77 литр. Çапла майпа Раççейре сăра ĕçесси кĕске вăхăтрах /20 çула яхăн/ 380 процент ÿснĕ!

Pages