Комментари хушас

15 Çу, 2014

АПАТА СУЙЛАСА ÇИМЕЛЛЕ

Подагрăпа чирлисен кăшкар ути йÿçекĕ тата тăвар нумай апат-çимĕçе рационран кăлармалла, белок, çу, углевод виçине чакармалла. Сĕт, шыв ытларах ĕçмелле, пахча çимĕç çимелле.

Мĕн юрать

  • Çăкăр-булка: 1 тата 2 сорт çăнăхран пĕçернĕ тулăпа ыраш çăкăрĕ, кукăль-булка.
  • Яшка: вегетариан купăста яшки, борщ* çĕр улми, пахча çимĕç, сĕт, улма-çырла яшки.
  • Пулă апачĕсем: çуллă мар пулă.
  • Сĕт çимĕçĕсем: сĕт, кефир-турăх, тăпăрчă, хăйма, сыр.
  • Пахча çимĕç апачĕ: чĕрĕлле тата кирек мĕнле пĕçерсе те /нумай виçепе/.
  • Кĕрпе: кирек хăшĕ те, виçеллĕ.
  • Çыртмалли: чĕрĕ тата йÿçĕтнĕ пахча çимĕçрен, улма-çырларан хатĕрленĕ салат, винегрет, пахча çимĕç, кабачок, баклажан вăлчи.
  • Улма-çырла: чĕрĕ, пĕçернĕ улма-çырла пысăк виçепе.
  • Соус, техĕмлĕх: пахча çимĕç ярса вĕретнĕ шывпа хатĕрленĕ соус, томат, хăйма, сĕт соусĕ* лимон йÿçекĕ, корица, ванилин, лавр çулçи, укроп, петрушка çулçи.
  • Шĕвек: лимон е сĕт хушнă чей, шĕвĕрех кофе сĕтпе, улма-çырла сĕткенĕ, морс, квас, шăлан çырли чейĕ, типĕтнĕ улма-çырла компочĕ.
  • Çу: услам çу, шăратнă ĕне çăвĕ, тип çу.

Мĕн юрамасть

  • Какай, пулă, кăмпа шÿрпи, кăшкар ути, шпинат, пăрçа йышшисене ярса пĕçернĕ яшка.
  • Тутлă чустаран пĕçернĕ çимĕçсем.
  • Пĕвер, пÿре, чĕлхе, миме, çамрăк выльăхпа чăх-чĕп какайĕ, кăлпасси, тĕтĕмленĕ çимĕçсем, тăварланă пулă, аш тата пулă консервĕсем.
  • Вăлча, сыр, пăрçа йышшисем.
  • Сысна сали.
  • Кăмпа, шпинат, кăшкар ути, ревень, тĕслĕ купăста.
  • Тăварланă, маринадланă пахча çимĕç.
  • Шăккалат, инжир, хăмла çырли, шур çырли, пăрăç, горчица, хĕрен, какай, пулă, кăмпа шÿрпипе хатĕрленĕ соус.
  • Какао, çăра чей, кофе.
  • Сурăх, кулинари çăвĕ.

Пĕр эрнене - тĕслĕх меню

Тунти кун

Выç хырăмла: шăлан çырли шĕвекĕ.
Пĕрремĕш ирхи апат: чей сĕтпе, хăяр салачĕ хăймапа.
Иккĕмĕш ирхи апат: улма-çырла сĕткенĕ.
Кăнтăрлахи апат: пахча çимĕç шÿрпине риспа улма-çырла ярса пĕçернĕ яшка, ăшаланă купăста катлечĕ, типĕтнĕ улма-çырла компочĕ.
Кахал апачĕ: шăлан çырли шĕвекĕ.
Каçхи апат: çăмарта хăпартмăшĕ, кишĕртен типĕ хура слива хушса пĕçернĕ зраза, чей лимонпа.
Çĕрлене хирĕç: кефир.
 

Ытлари кун

Выç хырăмла: шăлан çырли шĕвекĕ.
Пĕрремĕш ирхи апат: чей сĕтпе, чĕрĕ купăста салачĕ хăймапа.
Иккĕмĕш ирхи апат: томат сĕткенĕ.
Кăнтăрлахи апат: вегетариан борщĕ, пĕçернĕ какай шурă соуспа.
Кахал апачĕ: шăлан çырли шĕвекĕ.
Каçхи апат: хура тул пăтти сĕтпе, пахча çимĕçпе рис тултарнă голубцы.
Çĕрлене хирĕç: улма-çырла сĕткенĕ.
 

Юн кун

Выç хырăмла: шăлан çырли шĕвекĕ.
Пĕрремĕш ирхи апат: чей сĕтпе, кăшман салачĕ тип çупа.
Иккĕмĕш ирхи апат: улма-çырла сĕткенĕ.
Кăнтăрлахи апат: сивĕ кăшман яшки, пахча çимĕçрен хатĕрленĕ рагу.
Кахал апачĕ: шăлан çырли шĕвекĕ.
Каçхи апат: сĕтпе пĕçернĕ сĕлĕ пăтти, улма-çырла кĕселĕ.
Çĕрлене хирĕç: чĕрĕ пан улми компочĕ.
 

Кĕçнерни кун

Выç хырăмла: шăлан çырли шĕвекĕ.
Пĕрремĕш ирхи апат: чей сĕтпе, кăшман салачĕ тип çупа.
Иккĕмĕш ирхи апат: томат сĕткенĕ.
Кăнтăрлахи апат: перловка тата пахча çимĕç ярса пĕçернĕ вегетариан яшки, тип çупа ăшаланă купăста шницелĕ.
Кахал апачĕ: иçĕм çырли сĕткенĕ.
Каçхи апат: кишĕр катлечĕ хăймапа, улма-çырла кĕселĕ.
Çĕрлене хирĕç: турăх.
 

Эрне кун

Выç хырăмла: шăпан çырли шĕвекĕ.
Пĕрремĕш ирхи апат: чей лимонпа, калакла çăмарта, тип çупа пăшăхланă кишĕр.
Иккĕмĕш ирхи апат: томат сĕткенĕ.
Кăнтăрлахи апат: сивĕ кăшман яшки, пахча çимĕçрен пĕçернĕ рагу.
Кахал апачĕ: шăлан çырли шĕвекĕ.
Каçхи апат: сĕтпе пĕçернĕ сĕлĕ пăтти, улма-çырла кĕселĕ.
Çĕрлене хирĕç: пан улми компочĕ.
 

Шăмат кун

Выç хырăмла: шăлан çырли шĕвекĕ.
Пĕрремĕш ирхи апат: чей сĕтпе, хăяр салачĕ.
Иккĕмĕш ирхи апат: улма-çырла сĕткенĕ.
Кăнтăрлахи апат: пахча çимĕç шÿрпине риспа çĕр улми ярса пĕçернĕ яшка, ăшаланă купăста катлечĕ.
Кахал апачĕ: шăлан çырли шĕвекĕ.
Каçхи апат: çăмарта хăпартмăшĕ, пăшăхланă кишĕр, чей лимонпа.
Çĕрлене хирĕç: типĕ улма-çырла компочĕ.
 

Вырсарни кун

Выç хырăмла: шăлан çырли шĕвекĕ.
Пĕрремĕш ирхи апат: чей сĕтпе, чĕрĕ купăста салачĕ хăймапа.
Иккĕмĕш ирхи апат: томат сĕткенĕ.
Кăнтăрлахи апат: вегетариан борщĕ, пĕçернĕ какай шурă соуспа.
Кахал апачĕ: шăлан çырли шĕвекĕ.
Каçхи апат: сĕтпе пĕçернĕ хура тул пăтти, пăшăхланă купăста çупа.
Çĕрлене хирĕç: улма-çырла сĕткенĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.