СĂРА АЛКОГОЛИЗМĔ САРĂЛСАХ ПЫРАТЬ

15 Çу, 2014

Европăри демографи ыйтăвĕсене тĕпчекен специалистсем çак ыйту хăватлă алкоголе хăнăхнă çĕр-шывсенче уйрăмах çивĕч тăнине тахçанах асăрханă. Пирĕн çĕр-шывра пачах урăхла пулнă. Совет Союзĕ халăх сăра питĕ сахал ĕçекеннисен шутĕнче тăнă: çулталăкра пĕр çын пуçне вăтамран 17-26 литр ĕçнĕ. 2005 çул тĕлне вара 62 литра çитнĕ, паянхи кун Европа шайĕпе танлашать - 77 литр. Çапла майпа Раççейре сăра ĕçесси кĕске вăхăтрах /20 çула яхăн/ 380 процент ÿснĕ!

Мĕншĕн çавăн пек-ха? Пирĕн çĕр-шыври наркологсем сăра алкоголизмĕ пирки мĕншĕн чан çапаççĕ? Çак ыйтусене республикăн наркологи диспансерĕн психиатр-наркологĕ Светлана ИЛЬИНА хуравлать.

- Пĕрремĕшĕнчен, сăра ĕçекенсен йышĕ çул çитмен çамрăксемпе хĕрарăмсен шучĕпе ÿссе пырать. Иккĕмĕшĕнчен, хулари офиссенче ĕçлекенсем шурă эрех вырăнне сăра ĕçме тытăнни палăрать, вĕсем ĕç эрнине сăра ĕçсе вĕçлеççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, халăх сăрана нумай виçепе ĕçет. Кунта çак шĕвеке пысăк пластик кĕленчесемпе сутни те витĕм кÿни палăрать. Çамрăксем лавккаран ăна тултарнă 5 литр кĕленчисемпе тухнине тăтăшах куратпăр.

- Светлана Иосифовна, сăра тĕрлĕ чиртен сипленнĕ чухне усăллă тенине час-часах илтме тивет. Тĕрĕсех-ши? Сăра этем организмне мĕнле витĕм кÿрет?

- Сăра чĕрен ишеми чирĕ, артери гипертонийĕ, шăк çулĕсен усал шыççи аталанас хăрушлăха ÿстерет. Сăрари йÿçĕ япаласем, хăмлан экстрактивлă ытти япалипе пĕрле, психоактивлă çыхăнусен йышне кĕреççĕ. Нумай ĕçсен вăл ыйхăлаттаракан, тепĕр чухне ăс-тăна пăтратакан витĕм кÿрет. Ват шĕвекне ытларах кăларас пултарулăхне кура сăрана япăхрах йышăнакан уйрăм çынсен ăна ĕçнĕ хыççăн хырăмлăх канăçсăрлантарать, ăш пăтранма, хăстарма пултарать.

Сăрара /алкогольсĕрринче те/ кали ионĕсем нумай, натри ионĕсем вара питĕ сахал. Алкогольсĕр сăра нумай ĕçни организмра натри çителĕксĕрлĕхне питĕ хăвăрт аталантарать. Алкогольлине пула шĕвек ытлашши пухăнать.

- Тухтăрсем сăра алкоголизмĕн мĕнле паллисене уйăраççĕ?

- Пĕрремĕш паллă - «юратнă» шĕвеке тăтăш ĕçес килни. Çак туртăм сăрапа иртĕхме пуçланă малтанхи тапхăрсенчех аталанать.

Иккĕмĕш паллă - алкоголе хăвăрт хăнăхса çитни, ăна ытларах та ытларах ĕçме пултарни. Чир /сăра алкоголизмĕ/ пуçламăшĕнчех сăран пысăк виçине чăтасси 5-10 хут ÿсет.

Виççĕмĕш паллă - алкогольпе иртĕхнин хăйне евĕрлĕхĕ. Чир пуçламăшĕнче те, вăл хĕрсех пынă вăхăтра та пĕр тăхтавсăр кашни кун ĕçесси йĕркеленет.

Тепĕр уйрăмлăх - алкоголь абсинент синдромĕ хăвăрт аталанать. Чылайăшĕн - çулталăкранах!

Сăра алкоголизмĕн питĕ пăшăрхантаракан çак витĕмне те палăртмалла: вăл этемĕн ÿт-пĕвĕпе шалти органĕсене питĕ хăвăрт амантать. Малтанхи тапхăртах пĕверпе чĕрене сиенлет, паллисем курăнма пуçличченех гипертоние, нейропатие аталантарать. Сăра алкоголизмĕпе чирленĕ арçынсемпе хĕрарăмсен эндрокринологи тата арлăх сывлăхĕ тĕлĕшпе кăлтăксем сиксе тухаççĕ. Арçын хĕрарăмланать, хĕрарăм арçынланать.

Тулаш, куçпа курăнакан паллăсем çакăн пек: самăрлăх аталанать е кĕлетке виçи чакса каять, мышцăсем ленчешкеленеççĕ, пит ÿчĕ хĕрелет, тăртанать, тар тухасси вăйланать, хăлха тĕлĕнчи парсем пысăкланаççĕ, ывăç тупанĕсем хĕрелеççĕ.

Хăвăрăн, çывăх çынсен çак паллăсем пуррине асăрхасан специалист патне васкасах кайма сĕнетпĕр. Республикăн наркологи диспансерне килме пултаратăр. Унăн адресĕ: Шупашкар, Пирогов урамĕ, 6-мĕш çурт. 62-63-63 телефонпа шăнкăравласа канашлама пулать.

/Республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕ йĕркеленĕ/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.