Сывлăх

22 Çу, 2014

ЧИР ÇАМРĂКЛАНСАХ ПЫРАТЬ

Раççейре çулсерен 400 ытла çынна инсульт аптратса ÿкерет. Шел те, вăл çамрăклансах пыни паллă. Паян 30-40 çултисене те тапăннă тĕслĕхсем пур. Çулсем иртсе пынă май вара хăрушлăх та ÿсет. 60-ран иртсен кашни тăваттăмĕш арçыннăн тата кашни пиллĕкмĕш хĕрарăмăн инсульт пулать.

Инсульт мĕнле чир-ха? Вăл çурăлса кайнă юн тымарĕнчи чăмакка /тромб/ е юн пуç миминчи юн куçăмне пăссан пулать. Кислородпа глюкоза çитменнипе пуç мимин клеткисем вилеççĕ, хускану, калаçу е ăс-тăн функцийĕсем пăсăлаççĕ.

21 Çу, 2014

Ютран килнĕ куккук амăшсем

Ĕç шыраса Раççее таçтан та килеççĕ. Уйрăмах унччен Совет Союзĕн пĕрлĕхне кĕнĕ çĕр-шывсенчен. Ютран килнисене кунтисемпе паллашма инçетре юлнă çемйи те чăрмантармасть. Кунран кун Мускав çывăхĕнчи больницăсем, ача çурчĕсем гастарбайтерсен вăхăтлăх юратăвĕнчен çуралнă пепкесемпе тулса пыраççĕ.

17 Çу, 2014

Куçса çÿрекен центр пулăшнипе

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тата инвалидсен диабет обществин "ДиаС" организацийĕ пуçарнипе Шупашкар хулинчи Республика лапамĕнче "Сахăр чирĕ - сиплеме вăхăт" акци иртрĕ.

Pages