Ютран килнĕ куккук амăшсем

21 Çу, 2014

Ĕç шыраса Раççее таçтан та килеççĕ. Уйрăмах унччен Совет Союзĕн пĕрлĕхне кĕнĕ çĕр-шывсенчен. Ютран килнисене кунтисемпе паллашма инçетре юлнă çемйи те чăрмантармасть. Кунран кун Мускав çывăхĕнчи больницăсем, ача çурчĕсем гастарбайтерсен вăхăтлăх юратăвĕнчен çуралнă пепкесемпе тулса пыраççĕ.

Çуратма патне çитнĕ хĕрарăмсем больницăсене чылай чухне нимĕнле документсăрах, пасарта тăнă çĕртен лекеççĕ. Мускав облаçĕнчи Мытищири хула больницине çывăхри ют çĕр-шывсенчи хĕрарăмсем кашни кун тенĕ пек пыраççĕ. Пĕрисем ачине çуратаççĕ те тÿрех пăрахса хăвараççĕ. Хут та çырмаççĕ. Теприсем пепкине темиçе кун иртсен ача çурчĕ умне кайса хураççĕ. Виççĕмĕшĕсем, хăйсене «яваплăрах» туякансем ача кирлĕ мар тесе хут çыраççĕ. Унтан çăмăллăнах ирĕке тухаççĕ.

Ят-шывсăр, хăр тăлăх юлнă ачасене малашлăхра мĕн кĕтет? Çĕр-шывсен хушшинчи тавлашу, ашшĕ-амăшне чун тухасла шырасси, хут тутарасси... Юлашкинчен Раççей гражданинĕ пулса тăрĕç. Хăшĕ-пĕрне, тен, ытларах ăнĕ: тăванĕсем патне вăл пурри çинчен хыпар çитĕ. Тăванĕсем йышăнни ачашăн чăн-чăн телей пулĕ. Анчах тепĕр чухне тăванĕ те ачине кунтан илсе кайсан ача çуртне çеç вырнаçтарать. Украинăри е Молдовăри ача çурчĕсем пирĕннинчен хăш енĕпе лайăхрах-ши?

– Кашни уйăхра тенĕ пек больница алăкĕ умĕнче ача тупатпăр, – тет Мускав облаçĕнчи Чеховри ачасен инфекци больницин аслă медсестри Надежда Шамота. – Кусем Узбекистан, Молдова, Таджикистан, Украина ачисем. Унсăр пуçне пирĕн пата вокзалсенче, çÿп-çап шăтăкĕсенче, пасарсенче тата ытти вырăнта тупнă ачасене илсе килеççĕ. Кунта вĕсем 6 уйăха яхăн выртаççĕ, анчах халĕ ача çурчĕсенче вырăн çитмест. Пирĕн больницăра кăна паян 7 ача черет çитессе кĕтет. Облаçĕпех çакнашкал.

Паллах, Раççейри демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалла. Анчах гастарбайтерсен юратăвĕн çимĕçĕпе мар. Ютран килсе çуратакансен сывă ача çуралманпа пĕрех. «Вĕсенчен нихăшĕ те Ломоносов пулаймĕ, – хаш сывлать пĕр тухтăр. – Анемипе чирлĕ амăшне илсе килнĕччĕ. Таса мар хăй, аллинче пĕчĕкçĕ çыхă, нимĕнле документсăр. Азербайджанран тет. Хырăмпа çÿренĕ тапхăрта çăкăрпа чейпе кăна пурăннă-мĕн. Урăх нимĕн те çимен. Ачи 2 килограмм ытларах çуралчĕ, амăшĕн сĕчĕ те, сывлăхĕ те çук. Халĕ хĕрарăма сиплемелле, тăрантмалла. Сывалса çитсен вăл каять. Амăшĕ ачине пĕрле илсен эпир те савăнăттăмăр. Хăварсан вара?»

Çав вăхăтрах ача амăшне сиплеме те сахал мар укçа тухса каять. Больница бюджечĕ ахаль те ăмсанмалла мар чухне ку пушшех шухăшлаттарать. Ĕçĕ укçа çинче кăна та мар. Раççейри çуратмалли больницăсене ютран лекекен хĕрарăмсен 40 проценчĕ алкоголик е наркоман, е ерекен чирсемпе (венери, кăрчанкă, СПИД) чирлекенскерсем. Нимĕнле документсăр, полис хучĕсĕр.

Куккук амăшсем хăйсен чĕпписемпе пирĕн патшалăха мĕн чуль тăкак кăтартнине шутлар-ха. Пĕр ача пуçне кунне 3 пин тенке яхăн каять пулсан, амăшне сиплеме тепĕр чухне 10 пин таранах. Мĕн кирлипе вĕсене Раççей больницисенче тÿлевсĕрех тивĕçтереççĕ. Украина та, Молдова та, Азербайджан та, Казахстан та, Таджикистан та Раççей территорийĕнчи хăйсен çыннисене медицина пулăшăвĕ пама хутшăнмасть. Беларуçпа кăна килĕшÿ тунă: пирĕн патра вĕсен çыннисене тÿлевсĕр пулăшу пама, вĕсен патĕнче – пирĕн çынсене. Ытти патшалăхсемпе кунашкал килĕшÿ çук.

Унчченхи союзла республикăсенчен килекен килсĕр-çуртсăр çынсене пулăшу парас ыйтăва халĕ те татса паман. Ютран килсе кунта çăмăлланакан амăшĕсен ачисене, тен, хăйсен çĕр-шывне – ашшĕ е амăшĕ пурăнакан тăрăха – тавăрма, анчах кунта сипленĕшĕн, усранăшăн, леçсе панăшăн тÿлеме калаçса татăлмалла?

Хальхи вăхăтра Раççей çыннисем пĕр-икĕ ачаран ытла çуратмаççĕ. Ача çуратасси ыранхи кун паянхинчен лайăхрах пуласса шанманнипе чакса пырать. Анчах çакнашкал лару-тăрăва тÿрлетме, халăха шанăç пама Раççей темшĕн пултараймасть. Ача пособийĕ те тÿлеймест. Çав вăхăтрах ютран килнисен ачисен пурнăçне çăлассишĕн миллиарчĕпе тăкаклаççĕ.

Медикаментсемпе, апат-çимĕçпе вĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Пурнăçне çăлса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, вĕсене сипленĕшĕн те тухтăрсем хăйсем тÿлеççĕ. Мĕншĕн тесен страхлав компанийĕсем страхланă çынсене сипленĕшĕн çеç укçа уйăраççĕ, ыттисемшĕн больницăн хăйĕн тăкакланмалла. Страхланманнисем вара питĕ нумайăн.

Шута илнĕ тăлăх ачасен йышĕпе Раççей тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать: 625 пин тăлăх ача, вĕсенчен 90 проценчĕ ашшĕ-амăшĕ пур çинчех тăлăх шутланать. Çулсеренех ача çурчĕсенчен тухакан 15 пин çынран 5 пинĕшĕ суд тенкелĕ çине лекет, 3 пинĕшĕ килсĕр-çуртсăр çапкаланчăксен йышне çакланать...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.