Куçса çÿрекен центр пулăшнипе

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тата инвалидсен диабет обществин "ДиаС" организацийĕ пуçарнипе Шупашкар хулинчи Республика лапамĕнче "Сахăр чирĕ - сиплеме вăхăт" акци иртрĕ. Унта хутшăнса хула çыннисемпе хăнисем куçса çÿрекен диабет-центрта экспресс-тест витĕр тухрĕç, кĕске хушăрах юнри сахăр виçине тÿлевсĕр тĕрĕслеттерме пултарчĕç.

Асăннă мероприятин пĕрремĕш кунĕнче 529 çын çак пулăшупа усă курчĕ, 47-шĕн е 9 проценчĕн юнри сахăр виçи пысăккине палăртнă, диагноза уçăмлатас тĕллевпе вĕсене хушма тĕпчеве янă.

Халăх сывлăхĕшĕн çапла майпа тăрăшнине çынсем ырлаççĕ, çакна вĕсем уççăнах пĕлтереççĕ тата тухтăрсене тав тăваççĕ. Шупашкарта пурăнакан Р. сахăр чирне профилактикăлас тĕллевпе ятарлă акци ирттересси çинчен хаçатра вуласа пĕлнĕ те диабет-центр йышăнăвне кайма шухăшланă. Чăн та, сиплев учрежденине çитсе килме те май пулнă-ха. Анчах унта регистратурăра çырăнмалла, тухтăр патне лекмешкĕн черетре тăмалла. Пенсионеркăшăн çакă чăрмавлă та.

"Кунта уçă сывлăшра юнри сахăр хисепне палăртма май туса панипе питĕ кăмăллă эпĕ, тухтăрсем ăш пиллĕн йышăнаççĕ, тĕрĕслев процедури никама та канăçсăрлантармасть-ыраттармасть, мĕншĕн тесен ăста специалистсем хальхи кăткăс техникăпа усă кураççĕ. Черет те пысăк мар", - тет вăл.

Асăннă мероприяти тĕллевĕ чăннипех пархатарлă: организмри углевод ылмашăвĕ пăсăлнă çынсене тупса палăртасси тата общественноçа сахăр чирне малтанхи тапхăртах диагностикăлас тĕлĕшпе тимлĕрех пулма ыйтасси.

Диабет - вăрттăн çыртакан амак, хăй çинчен тăруках систермест вăл. Çын диагноза пĕр-пĕр операцие хатĕрленнĕ чухне е диспансеризацире кăна пĕлет. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ специалистсем 2 типлă сахăр чирĕ аталанас теветкеллĕх пуррисен - 45 çултан иртнисене, ытлашши виçеллĕ çынсене, çывăх тăванĕсен хушшинче сахăр чирĕпе нушаланакансем пуррисене, вăй хурса ĕçлеменнисене, выç варла юнри сахăр виçи - 5,6, апатланнă хыççăн 2 сехетрен ку кăтарту 7,8 ммоль/л-пе танлашакансене, юн пусăмĕ ртуть юпин 140/90 мм таран хăпаракансене, юнри холестерин виçи пысăккисене, çăмарталăхăн поликистоз синдромĕллисене, чĕрепе юн тымарĕн чирĕсемпе аптракансене - ушкăнне кĕрекенсене çине тăрсах сывлăха тĕрĕслеттерме сĕнеççĕ.

"Диагноза вăхăтра палăртсан пациента сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн тата тĕрĕс апатланмашкăн вĕрентетпĕр. Сахăр чирĕн шала каякан хăрушлăхĕсен аталанăвне кун пек чухне чарса тăма май килет. Урăхла каласан амак пуррине пăхмасăр çын туллин пурăнать," - тет ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин штатра тăман специалисчĕ-эндокринологĕ Ольга Хабарова.

Инвалидсен Шупашкар хулинчи диабет обществин "ДиаС" организацийĕн ертÿçи Светлана Бородулина асăннă инкек йывăрлăхне хăй тÿсет. "Сахăр чирĕллĕ çынсем туллин пурăнма пултарнине хамăр тĕслĕхпе çирĕплететпĕр. Диабет çынна йĕркене хăнăхтарать: вăл вăхăтра апатланать, хăйне тĕрĕслесе тăрать. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - 1 типлă диабетлă арçынсем инсулинотерапи пулăшнипе сывă çынсенчен те ытларах пурăнма пултараççĕ".

Диамобиль хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансене çу уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче те йышăнчĕ, çĕр-çĕр çын юнри сахăр виçине тĕрĕслеттерчĕ. Вĕсен хушшинче ку кăтарту нормăпа палăртнинчен иртнисем те пулчĕç паллах. Куçса çÿрекен центрта вĕсене эндокринолог йышăнчĕ, сĕнÿ-канаш панипе пĕрлех сиплевĕн ятарлă учрежденине пырса тепĕр хут тĕрĕсленмелли çинчен аса илтерчĕ.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.