Пулса иртни

8 Нарăс, 2021

Шкулсене тĕрĕсленĕ

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче мина хунă текен усал хыпар Раççейри чылай шкула электрон почтăпа çитнĕ. Чăваш Енрисене те сехре хăптарнă.

Республикăн право хуралĕн тытăмĕнче пĕлтернĕ тăрăх, нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче каçхине Чăваш Енри 400 ытла вĕренÿ заведенине тĕрĕсленĕ. Сирпĕтмелли хатĕр, Турра шĕкĕр, ниçта та никам та хуман. Паян ирпе, ирхи 7 сехет тĕлĕнче, çавăн пек çыру Шупашкарти 23-мĕш шкула çитнĕ. Унта çав вăхăтра пулнă 20 çынна эвакуациленĕ. Шкула специалистсем тĕрĕсленĕ хыççăн мина тупăнман.

26 Кăрлач, 2021

Çул урлă каçакан ачана машина çапса хăварнă

Ĕнер, кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Шупашкарти Коммуналлă Слобода урамĕнче çул урлă чипер каçакан ачана машина çапса кайнă. 

"Çыхăнура" порталта вырнаçтарнă видеора хĕрача çул урлă каçиччен машинăсем пуррипе çуккине пăхни, ăна ирттерсе яма "Лада Веста" автомобиль чарăнса ларни аван курăнать. Анчах юнашар çулпа пыракан "Форд Фокус" ним пулман пек малалла ыткăнать, ача çине пырса кĕрет. Пăтăрмаха çакланнă водитель инкек вырăнĕнчен тапса сикмен-ха. Вăл тата салонти хĕрарăм машинăран тухса ача патне пыраççĕ. 

11 Кăрлач, 2021

Инкек тĕлĕрмест

Кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче каçхине Улатăрти пĕр килте мунча çунса кĕлленнĕ.

Çулăм юнашарти пурăнмалли çурта тата кил таврашне те тивнĕ. Кил хуçин 58 çулти мăшăрĕ тата 21 çулти хĕрĕ суранланнă.

Пĕтĕмпе çулталăк пуçланнăранпа республикăра 35 пушар тухнă, 11 çын вилнĕ.

Пушар тухсан «01» /карас телефонран — «101»/ номерпе шăнкăравламалла.

28 Авăн, 2020

Çул-йĕр паллисене вăрланă

Авăнăн 23-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи шалти ĕçсен пайне çул-йĕр юсакан предприяти ĕçченĕсем пулăшу ыйтса пынă. «Остановка запрещена» тесе çырнă паллăсене — пурĕ 8 пин тенкĕ тăракан пурлăха — организаци территорийĕнчен çаратнă.

21 Авăн, 2020

Канмалли кунсенче мунчасем çунаççĕ

Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри Тĕп управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, канмалли кунсенче мунчасем час-часах çунаççĕ. Çавăнпа та вут-кăварпа питех те асăрхануллă пулмаллине аса илтереççĕ.

Pages