Пулса иртни

14 Утă, 2020

Шыв тимлĕх ыйтать

Шăрăх кунсем пуçланчĕç те — çынсем шыв хĕрринелле туртăнма тытăнчĕç. Шел, путса вилекенсем те пур. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Муркаш районĕнче 2 çын шыва кĕнĕ чухне пурнăçран уйрăлнă.

2 Утă, 2020

Интернетри капкăнсем

Банкăн суя «ĕçченĕсем» шăнкăравласа курнă-и сирĕн пата? Телее, мана унашкаллисемпе калаçма тÿр килмен. Çав вăхăтрах социаллă сетьсенче тус-тăванăн, пĕлĕш-хурăнташăн страницисене «çĕмĕрсе» вĕсен ячĕпе кивçен ыйтакансене пĕрре мар тĕл пулнă. Ултавçăсен серепине çакланасран Турă упратăр та, çапах та кунашкал инкекрен хамăрăн та сыхланма пĕлмелле. Асăрхануллă пулмаллине кашниех асра тытсан та капкăна хăш самантра çакланнине сиссе те юлаймастпăр çав. Ахальтен мар укçа-тенкĕпе çыхăннă ултавсен шучĕ ÿссех пырать.

11 Çĕртме, 2020

Етӗрне районӗн ҫыннине пулӑ тытнӑшӑн айӑпланӑ

Етӗрне районӗн прокуратури вырӑнта пурӑнаканӑн айӑплавне пӑхса тухнӑ.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пулӑ тытма юраман тапхӑр пирки пӗлсех 62 ҫулти арҫын Сӑр юхан шывӗ патне ҫитнӗ. Унӑн сӗрекине лекнӗ пулӑсен шутӗнче темиҫе тӗрлӗ тӗс те пур. Пурлӑх тӑкакӗ 7 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Pages