Пулса иртни

14 Нарăс, 2022

Вĕрентÿ организацийĕсен общежитийĕсенче тĕрĕслев иртĕ

Шăматкун Шупашкарта культура институчĕн общежитийĕнче пушар пулнă. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çак пăтăрмахран пуçларĕ.

31 Кăрлач, 2022

Газ чĕртнĕ те çывăрса кайнă

Элĕк салинчи нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан арçын тимсĕрлĕхне пула чутах кӳршисене шар кăтартман.

Чапаев урамĕнче пурăнаканскер яшка пĕçерме шухăшланă. Кастрюле шыв янă та газ плити çине лартнă, хăй çывăрса кайнă. Вĕреме кĕнĕ шыв тăкăнма тытăнсан конфоркăна сӳнтернĕ, хваттерте газ шăрши сарăлнă. Арçын вăранса çутă çутнă та хĕлхеме пула газ сирпĕннĕ, унăн хумĕпе чӳречесем арканнă. Телее, çуртра пурăнакансене пырса тивмен ку, пурте ырă-сывах.

17 Кăрлач, 2022

QR-кодпа улталасшăн

SMS-çырупа килнĕ вăрттăн сăмаха никама та пĕлтермелле мар.

Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ ун пек информацие нихăçан та ыйтмĕ. Ку — интернетри сăтăрçăсем халăха улталама шухăшласа кăларнă çĕнĕ мел. Аккаунта хӳтĕлес тесен мĕн тумалла? Порталта сĕннĕ тăрăх, хушма хӳтĕлев мелĕсемпе те усă курмалла. Сăмахран, аккаунта кĕме тĕп ыйту хатĕрлемелле тата SMS-па çеç кĕме май пултăр.

17 Кăрлач, 2022

Техникăна пула – пушар

Иртнĕ канмалли кунсенче республикăра техника юсавсăрлăхне пула икĕ пушар тухнă.

Инкек Канаш хулинчи Карл Маркс урамĕнче тата Шупашкарти Октябре 40 çул урамĕнче пулнă. Тĕтĕм кăлармалли пăрăхăн юсавсăрлăхне пула çурта вут тивнĕ.

Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 52 пушар тухнă, вĕсенче 4 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 3 çын сусăрланнă. Вут-çулăм 532 пин тенкĕлĕх тăкак кӳнĕ.

www.hypar.ru

Pages