Пулса иртни

1 Утă, 2022

Çил-тăвăл 47 миллион тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче çанталăк хăйĕн хаяр кăмăлне кăтартрĕ: аслати-çиçĕм, вăйлă çил-тăвăл нумай инкек кӳчĕ.

ГКЧС пĕлтернĕ тăрăх, кассăн-кассăн вăйланса сехетри хăвăртлăхĕ 25 метра çитнĕ çил-тăвăл республикăри темиçе района килсе çапнă. Вăйлă çумăр, хăш-пĕр çĕрте тата — пăр... Муркаш районĕнче пурăнакансем тӳперен тăкăннă пăр чăмаккисене ӳкерсе социаллă сетьсене те лартнă та — кăвакарчăн çăмарти пысăкăш...

30 Çу, 2022

Канмалли кунсенче – 7 пушар

Пушарпа çăлав службин ĕçченĕсем иртнĕ шăматкунпа вырсарникун каллех канайман — çын пурнăçне çăлма васканă.

Канмалли кунсенче Шупашкарти Трактор тăвакансен урамĕнчи 56-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕнче пĕр пӳлĕмлĕ хваттер çунма тытăннă. Калинин районĕнче вара çул çинче пынă вăхăтрах Volkswagen Golf автомобиль хыпса илнĕ. Çĕрпӳри Боцманов урамĕнче уйрăм çуртра пушар пулнă. Улатăрта, Куславккара, Вăрмарта тата Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче вара мунча çуннă. Турра шĕкĕр, çак инкекрен пурте чĕрĕ-сывă хăтăлнă.

11 Ака, 2022

Пушартан çăлнă

Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнчи пĕр хваттерте пушар тухсан çуртра пурăнакансен умне хăрушлăх тухса тăнă.

Ку инкек ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Хваттерте пурăнакансем çулăмран тарса хăйсем тĕллĕн тухнă. Анчах çӳлерех пурăнакан кӳршĕсене эвакуациленме çăра тĕтĕм чăрмантарнă. 46 çулти хĕрарăма, 85-ри пенсионеркăна тата 14-ри хĕрачана 41-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн ĕçченĕсем пулăшнă. Кукамăшĕпе мăнукне медицина пулăшăвĕ пама больницăна вырнаçтарнă.

28 Пуш, 2022

Ирех - пăр çинче

Иртнĕ канмалли кунсенче ир-ирех Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи Атăл пăрĕ çинче хĕрачасем чупса çӳренине асăрханă.

Шыравпа çăлав службине çакнашкал хыпар çитсен каланă вырăна ятарлă «Ижора» кимĕ васканă. Хĕрачасене пăр çинчен кăларнă. Анчах ирхи 7-8 сехетсенче вĕсем унта мĕншĕн тухнă-ха? Çак ыйтăва çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем ачасен ашшĕ-амăшĕпе уçăмлатĕç.

Pages