Çулăм хĕрхенмест
Иртнĕ вырсарникун Чăваш Енре 7 пушар тухнă. Юрать-ха, инкек çын пурнăçне илсе кайман.
Ирхине Шупашкарти Калинин урамĕнче мунча çунса кĕлленнĕ. Çулăм пурăнмалли çуртăн тăррине те сиенленĕ. Ун хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта Строительсен урамĕнче çӳп-çап контейнерĕ хыпса илнĕ. Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнчи пĕр хуçалăхра сарай, вутă упрамалли вырăн çуннă. Канаш хулинче ВАЗ автомобиле çулăм тивнĕ, унăн салонĕ тата лакпа сăрланă витти пĕтнĕ. Шупашкарти Ленин районĕнчи «Юбилейное» сад пĕрлешĕвĕнче мунча çуннă, хуçалăх çурчĕсен стени сиенленнĕ. Канашри Вăрман урамĕнче çӳп-çап контейнерне çулăм тивнĕ. Çĕрле вара Элĕк районĕнчи Тури Хурасан ялĕнчи пĕр пӳртре çулăм алхаснă. Палăртмалла: çулталăк пуçланнăранпа республикăра 656 пушар регистрациленĕ, вĕсенче 26 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 43-шĕ аманнă. Çулăм 2 млн та 855 пин тенкĕлĕх тăкак кӳнĕ.