Пулса иртни
Пушар каллех алхаснă
Канмалли кунсене пăхмасăр çăлавçăсем ялан сыхăра. Вырсарникун республикăра 4 пушар тухнă.
Пĕр кунра 8 пушар сÿнтернĕ
Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче пушар хуралĕн ĕçченĕсем каллех çынсене çулăмран хăтарма васканă.
Пĕр талăкра – 8 пушар
Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине Шупашкарти «Çăл куç» пахчаçăсен пĕрлĕхĕн таврашĕнче дача çурчĕ çуннă. Çулăм кӳршĕри дача çуртне тата мунча тăррине сиенленĕ.
Чĕлĕме пула
Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта икĕ пушар тухнă. Иккĕшĕ те — пирус туртнă чухне асăрханманнине пула.
Виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пулнă пушарта 45 çулти арçыннăн ĕмĕрĕ татăлнă. Хайхискер кравать çинче пирус туртса выртнă. Хваттертен тĕтĕм тухнине урамра иртсе çӳрекенсем асăрханă та çăлав службине чĕннĕ. Çулăм çавăн пекех сĕтел-пукана, шалти стенасене сиенленĕ. Пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте те пирусран вырăн таврашне çулăм тивнĕ. Анчах кил хуçи çăлăнма ĕлкĕрнĕ.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- 1
- 2
- 3
- 4
- 5
- 6
- 7
- 8
- 9
- …
- следующая ›
- последняя »