Пушар каллех алхаснă

Канмалли кунсене пăхмасăр çăлавçăсем ялан сыхăра. Вырсарникун республикăра 4 пушар тухнă.
Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Лапсар ялĕнче уçă вырăнти çӳп-çап купи çунма тытăннă. Шупашкарти Калинин районĕнчи Низами урамĕнче мунчана çулăм тивнĕ: мачча тата шалти стенасем сиенленнĕ. Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш ялĕнче мунча умĕ çунма тытăннă. Çулăм кĕлет çине те сиксе ӳкнĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшне куçсан вара, ирхи 2 сехет иртсен, Çĕрпӳ районĕнчи Хурăнвар ялĕнче пушар тухнă. Магазин, пурăнмалли çуртăн маччи тата çенĕк çуннă. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 885 пушара регистрациленĕ. Вĕсенче 51 çын суранланнă, 39 çыннăн пурнăçĕ татăлнă.
www.hypar.ru МЧС сăн ÿкерчĕкĕ