Пĕр талăкра – 8 пушар

14 Утă, 2022

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине Шупашкарти «Çăл куç» пахчаçăсен пĕрлĕхĕн таврашĕнче дача çурчĕ çуннă. Çулăм кӳршĕри дача çуртне тата мунча тăррине сиенленĕ.

Çав вăхăталлах Ишлей проспектĕнче «Аврора» предприятии таврашĕнчи склад çунма тытăннă. Çулăм 25 тăваткал метр лаптăкри эрех продукцине тĕп тунă, шалти стенасене тата 100 тăваткал метр лаптăкри пурлăха сиенленĕ. Çĕрпӳри 48-мĕш позицире çĕкленекен çурта çулăм тивнĕ. Çуртăн стенисем сиенленнĕ, 16 тăваткал метр лаптăкри ăшăтакан материал çуннă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкей ялĕнче ВАЗ-2115 çăмăл автомобиль хыпса илнĕ. Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче пурăнакан 85 çулти арçыннăн хуçалăхĕнче веранда çунма тытăннă, пӳрт тăррине те тивнĕ. Каç еннелле Улатăр районĕнчи Ичикс ялĕнче 49 çулти арçыннăн хуçалăхĕнче утă çуннă. Çак районтах килсĕр çуртра та пушар тухнă. Етĕрне хулинчи уçă вырăнта вара çӳп-çап купи хыпса илнĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 819 пушар тухнă, вăл 3 миллиона яхăн тăкак тӳстернĕ. Çулăмра 39 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 47-н суранланнă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас