ДПСăн ятарлă батальонĕн экипажне ĕлĕкхи илемлĕ савăт-сапана вăрласа кайни çинчен пĕлтернĕ.
Тĕслĕ металл тиенĕ ВАЗ 2111 автомобиле часах тытса чарнă. Унта икĕ арçын пулнă. Машинăн багажникĕнче тимĕр-тăмăр айĕнче вĕсем вăрланă икĕ сăмавара пытарнă.
Иртнĕ эрнере Улатăр хулин пляжĕнчен 12 метрта, Сăр кĕперĕ çывăхĕнче, 11 çулти ача пăр çине тухнă.
Çакна асăрханă çынсем 112 номерпе шăнкăравланă. Вырăна районти Пĕрлехи дежурнăйпа диспетчер службин, полици, васкавлă медпулăшу, пушар хуралĕн ĕçченĕсем çитнĕ. Ачана çăлнă, ăна тухтăрсем тĕрĕсленĕ.
Иртнĕ эрнере «М7 Волга» автоçулăн 323-мĕш километрĕнче Чăваш Енрен Мускава çул тытакан çăмăл машина аварие çакланнă.
«ВАЗ» автомобилĕн рулĕ умĕнче 1969 çулта çуралнă арçын ларнă. Вăл йывăр тиевлĕ «Хино» автомобиле тăрăннă. Шел, çăмăл машинăн водителĕ те, 4 пассажирĕ те çăлăнайман.
Хĕлĕн пĕрремĕш кунĕнче Çĕнĕ Шупашкара илсе кĕрекен «Вятка» автоçулăн кĕперĕ çинче тăватă машина çапăннă.
«Лада-Веста», «Фольксваген-Пассат», «Хендай-Солярис» тата «Рено-Дастер» пĕр-пĕрне чышăнсан пĕрремĕшĕ çаврăнса ӳкнĕ, шалта ларакан икĕ çын сурана пула çавăнтах вилнĕ. «Лада-Вестăри» тепĕр çынна тата «Хендай» пассажирне больницăна илсе çитернĕ.
Хĕллехи кунсем пуçланнă май çул çинче уйрăмах асăрхануллă пулмаллине ан манăр!