Прокуратура тÿлевсĕр эмел илме пулăшнă
Чăваш Республикин прокуратурин «хĕрӳ линийĕн» номерĕпе инвалид ача ӳстерекен ашшĕ-амăшĕ шăнкăравланă. Вĕсем эмел, медицина хатĕрĕсем тӳлевсĕр илейменнине пĕлтернĕ.
Тĕрĕслев палăртнă тăрăх, хулари ача-пăча клиника больницинче шутра тăракан сусăр ачана рецептпа килĕшӳллĕн инсулин йĕпписемпе кирлĕ чухлĕ тивĕçтермен. Тепĕр ачана хулан 2-мĕш больници эмел тата глюкометрăн тестне пама хирĕçленĕ.