Прокуратура тÿлевсĕр эмел илме пулăшнă

7 Авăн, 2020

Чăваш Республикин прокуратурин «хĕрӳ линийĕн» номерĕпе инвалид ача ӳстерекен ашшĕ-амăшĕ шăнкăравланă. Вĕсем эмел, медицина хатĕрĕсем тӳлевсĕр илейменнине пĕлтернĕ.

Тĕрĕслев палăртнă тăрăх, хулари ача-пăча клиника больницинче шутра тăракан сусăр ачана рецептпа килĕшӳллĕн инсулин йĕпписемпе кирлĕ чухлĕ тивĕçтермен. Тепĕр ачана хулан 2-мĕш больници эмел тата глюкометрăн тестне пама хирĕçленĕ.

Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури больницăсен тĕп тухтăрĕсем тĕлĕшпе представлени çырнă. Хальхи вăхăтра ачасене кирлĕ медицина хатĕрĕпе тивĕçтернĕ.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН хатĕрленĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас