Çил-тăвăл 47 миллион тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ
Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче çанталăк хăйĕн хаяр кăмăлне кăтартрĕ: аслати-çиçĕм, вăйлă çил-тăвăл нумай инкек кӳчĕ.
ГКЧС пĕлтернĕ тăрăх, кассăн-кассăн вăйланса сехетри хăвăртлăхĕ 25 метра çитнĕ çил-тăвăл республикăри темиçе района килсе çапнă. Вăйлă çумăр, хăш-пĕр çĕрте тата — пăр... Муркаш районĕнче пурăнакансем тӳперен тăкăннă пăр чăмаккисене ӳкерсе социаллă сетьсене те лартнă та — кăвакарчăн çăмарти пысăкăш...
Кăра çанталăк эпицентрĕ Комсомольски тата Йĕпреç районĕсем çине лекнĕ. Уйрăм çынсен çурт-йĕрĕ арканнă, ял хуçалăх предприятийĕсем, социаллă учрежденисем шар курнă, тăвăл нумай йывăçа хуçнă, тăпăлтарнă. Комсомольски районĕнче вăйлă çил пилĕк шкулăн — Урмаелти, Чĕчкенри, Хырхĕрринчи, Явăшри, Асанкассинчи вĕренӳ заведенийĕсен — тăррисене сиенленĕ. Çавăн пекех Канаш районĕнчи Шелттемри шкул, Чакаçри культура çурчĕн тăррисене те лăсканă.
Пĕтĕмпе вара 5 муниципалитетри сакăр теçеткене яхăн çурт тăрри сиенленнĕ. Пысăк пайĕ — уйрăм çынсен çурчĕсем. Электролинисем татăлнине, сеть хуçалăхĕн объекчĕсем сиенленнине кура 12 муниципалитетра потребительсене — пурăнмалли 11 пин ытла çурта — электроэнерги парса тăма пăрахнă. Йывăç ӳкнипе газ пăрăхĕсем сиенленнĕ тĕслĕхсене те шута илнĕ.
Ку çеç те мар, çиçĕм-аслати те хăйĕн киревсĕр ĕçне турĕ. Республика çийĕн çав кун аслати фрончĕ иртнĕ май аçа çапнипе 5 пушар тухнă. Шел те, çав тĕслĕхсенче çуртсене çиçĕмрен хӳтĕлемелли хатĕрсемпе тивĕçтермен. 15 сехет тĕлнелле Элĕк районĕнчи Мартынкассинче 83 çулти пенсионер хуçалăхĕнчи хуралтăсене вут хыпнă — вĕсем çунса кайнă. Кăштахран Вăрнар районĕнчи Калининăра та пушар тухнă — 43 çулти хĕрарăм хуралтисене вут-çулăм ярса илнĕ. «Хĕрлĕ автан» вĕсен чартакне сиенленĕ.
Комсомольски районĕнчи Александровкăра вара харăсах икĕ пушар пулнă. 16 сехет çурă тĕлнелле Комсомол урамĕнче пурăнакан 68 çулти арçын çурчĕ тивсе кайнă, çулăм унăн шалти пайне сиенленĕ. Пилĕк минутранах пушар хуралне çав урамрах вырнаçнă тепĕр çуртра та пушар тухни çинчен хыпар çитнĕ: вут-çулăм пӳрт тăррине, шалти пайне сиенленĕ. 17 сехет çитеспе Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуçра çурта аçа çапнă. Пӳрт тăрри, сарай çунса кайнă.
Пушарсенче çынсем суранланман, вилмен, анчах çиçĕме пула çын пурнăçĕ татăлнă — Красноармейски районĕнче 55 çулти арçынна çиçĕм çапнă. Çав самантра вăл хирте пулнă, ăна çăлса хăварма май килмен.
Малтанлăха палăртнă тăрăх, çанталăк кӳнĕ сиенĕн пĕтĕмĕшле виçи 47 миллион тенкĕпе танлашнă. Тунтикунах республика Пуçлăхĕ Олег Николаев оперативлă канашлу ирттерсе çак лару-тăрăва тишкернĕ. Хăйĕн телеграм-каналĕнче Олег Алексеевич сиенленнĕ линисене, çурт-йĕре юсассипе çыхăннă ыйтăва хăй тĕрĕслесе тăрасси çинчен пĕлтернĕ. Ĕçсене тунтикун каçхинех пуçланă. Вăл хушнипе вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров сиенленнĕ шкулсенче пулнă, министерство вĕсене çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне юсаса йĕркене кĕртме шантарать. Республикăра муниципалитетсен шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне вăя кĕртнĕ. Прокуратура та айккинчен пăхса тăмасть. Комсомольски, Йĕпреç районĕсен прокурорĕсем тунтикунах çанталăк сиен кӳнĕ ялсенче пулнă, социаллă инфратытăмăн арканнă объекчĕсене юсаса ĕçе кĕртес тĕлĕшпе надзор органĕ енчен те тимлĕх пулĕ.
МЧСăн республикăри тĕп управленийĕ вара çуллахи шăрăх çанталăкра çиçĕм-аслати час-часах пулма пултарасси çинчен асăрхаттарать. Çуртсем, ытти объект çине çиçĕмрен хӳтĕлекен хатĕрсем вырнаçтарни хăрушлăха чакарма пулăшнине шута илни вырăнлă. Асăрхануллă пулмалла: аслати вăхăтĕнче пӳрт алăкĕсене, чӳречесене, мăрьесемпе вентиляци шăтăкĕсене хупмалла, çиçĕм çапнă чухне электропровод, антенна, çумăр шывĕ юхса анакан пăрăх, çиçĕмрен хӳтĕлекен отвод патне пыма, чӳрече патĕнче тăма кирлĕ мар, пӳртри электроприборсене сӳнтермелле.