QR-кодпа улталасшăн

17 Кăрлач, 2022

SMS-çырупа килнĕ вăрттăн сăмаха никама та пĕлтермелле мар.

Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ ун пек информацие нихăçан та ыйтмĕ. Ку — интернетри сăтăрçăсем халăха улталама шухăшласа кăларнă çĕнĕ мел. Аккаунта хӳтĕлес тесен мĕн тумалла? Порталта сĕннĕ тăрăх, хушма хӳтĕлев мелĕсемпе те усă курмалла. Сăмахран, аккаунта кĕме тĕп ыйту хатĕрлемелле тата SMS-па çеç кĕме май пултăр.

ЧР Цифра министерстви пĕлтернĕ тăрăх, сăтăрçăсем шăнкăравлаççĕ те çыннăн даннăйĕсене ыйтаççĕ. Тимлĕ пулăр! Телефона та, СНИЛС номерне те, паспорт даннăйĕсене тата ытти информацие те ют çынна пĕлтерме юрамасть.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас