Актерсене тыткăнлакан сăнар
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртнĕ премьерăна - Б.Брехтăн «Кураж инкепе унăн ачисем» /Мамаша Кураж и ее дети/ ĕçĕ тăрăх лартнă спектакле, иккĕленместĕп, республикăри чылай артист хутшăнма ĕмĕтленнĕ пулĕ. Манăн шухăшăмпа, Кураж сăнарĕ - ăсталăха тĕрĕслемелли, пултарулăха виçмелли хатĕр.