Тĕпллеве пурнăçа кĕртмеллех
29 Ноября, 2013 | Самант | Çамрăксем | Хастарсем

Диана Кондратьевăшăн кăçалхи çул - йывăр çул. Комсомольски районĕнчи Шурутри 11-мĕш класра вĕренекенскер патшалăхăн пĕр- лĕхлĕ экзаменĕсене хатĕрленме тытăннă вăл.

- Ах, пурнăçăмра йăлтах йĕркеллĕ пултăрччĕ, пур предметпа та «5» паллăпа вĕренсе пыратăп та - шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтересчĕ. Экзаменсенче пысăк балл пухса медицина енĕпе каясшăн. Манăн таçта аякка Мускавалла та, Хусаналла та каяс килмест, Шупашкартах юлас ĕмĕтлĕ эпĕ. Çывăхра час-час киле çÿреме пулать, атте-аннене курма. Уйрăмах пиллĕкри Артем шăллăмшăн тунсăхлассине халех пĕлсе тăратăп, - тет район пуçлăхĕн хастар стипендиатки.

Диана - çемьере вăталăххи. Алла ручкă-кăранташ тытма хăнăхсан сулахайпа çырма тытăннă. Çакна курсан асламăшĕ ăна пулăшма тăрăшнă.

- Ачам, ручкăна ăна сылтăмпа тытмалла, капла хăвна терт çеç. Куратăн-и, çырса пынă май аллусем йăлтах пастăпа вараланса пыраççĕ. Пиччÿн, авă, алли кăна мар, тетрачĕ те тап-таса, - тенĕ тепĕр аллипе çырма хистесе.

Çук, темле тăрăшсан та хăнăхайман вăл. Уншăн сылтăм алла ручка тытасси çав тери хĕн пулнă.

Пĕррехинче амăшĕ ăна çĕр улми ăшалама хушсан каллех асап тÿснĕ вăл. Пĕр çатмалăх çĕр улмине темиçе сехет шуратнă. Аллине те каскаласа пĕтернĕ.

- Ах, сылтăмпа ĕçлеме пĕлменни ура хурса пырать мана. Малашне хам ума йывăрлăх кăларса тăратмăп, вермишель е рис пĕçерсен хама та çăмăлрах пулать, - шутланă хĕр ача пуçне пăркаласа.

Халĕ авă пилĕк çулти Артем шăллĕ те ун пекех сулахай алăпа ÿкерет. Шурă хут çине тем тĕрлĕ ÿкерчĕк тунă май сăрăсемпе йăлтах вараланса пĕтет те тÿрех аппăшĕ патне чупать. Аллисене çуса яма ыйтать.

- Аннен хырăмĕ пысăк пулнăран йĕкĕреш çуратать тесе шутлаттăмăр. Акă çут тĕнчене пилĕк килоллă арçын ача килсен тĕлĕнтĕмĕр те, савăнтăмăр та. Тĕрĕссипе, хĕрлĕскер çине пăхсан кăмăл пăсăлатчĕ. Ара, темле ютă пек туйăнатчĕ вăл маншăн. Çитменнине хитре те мар. Шăллăма Артем тесе чĕнме тытăнчĕç. Çук, пĕрех кăмăл çаврăнмарĕ. Ăна ниепле те ятпа чĕнеймерĕм. «Ачи ăçта, çывăрать-и? Ачине алла тытма та шикленетĕп», - теттĕм аннене пÿрте кĕрсенех. Анне кăн! пăхатчĕ ман çине. Пĕррехинче вара пĕчĕкскере алла тыттарса: «Ачам, шăллун та ячĕ пур, манса ан кай. Артем вăл. Пĕчĕк Артем, юратмаллискер», - терĕ йăвашшăн çеç. Кун хыççăн, кун, эрне хыççăн эрне иртрĕ. Шăпăрлан хитреленме пуçларĕ. Шкула кайсан та ун çинчен кăна шутлаттăмччĕ. Уроксем пĕтсен юлташсем тĕрлĕ кружока юлатчĕç, эпĕ вара вас- каса килелле утаттăм. Артем мультфильмри Алеша Попович пек кунсерен мар, сехетсерен ÿснĕ пек туйăнатчĕ. Мана, улттăмĕш класра вĕренекен çинçешке хĕр ачана ăна йăтса çÿреме çав тери йывăрччĕ. Кайран чупакан пулсан та утасшăн марччĕ хайхискер, питĕ кахалччĕ. Кутăнлашатчĕ те ирĕксĕрех йăтмаллаччĕ. Урама туссем патне те кÿме туртса тухаттăм. Юлташсем йĕкĕлтешетчĕç вара: «Пирĕн ачалли çитрĕ-ха», - тетчĕç. Эпĕ вара пĕрре те кÿренместĕмччĕ. Халĕ вара шăллăмсăр пĕр кун та пурăнаймастăп. Ăна пĕчĕкренех пăхнăран-ши питĕ хаклă çын вăл маншăн. Вăл та мана шкултан таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет. Халĕ Патшалăх экзаменĕсене хатĕрленме тытăннăран киле час çитейместĕп те çĕр-çĕр ыйту парса тинкене кăларать, - тет Диана шăллĕ пирки аса илнĕ май.

...Паян та яланхиллех киле кая юлса килчĕ Диана. Артем ун çумне куршанак пекех çыпçăнчĕ.

- Аппа, эп саншăн çав тери тунсăхлатăп. Мĕншĕн каç пулсан çеç таврăнатăн? Малтанхи кунсенчи пек иксĕмĕр нумайччен ÿкерсе те лараймастпăр. Ак каллех эсĕ тет-радь çине тем çырма тытăнатăн, кĕнекÿне алăран та ямастăн. Сан шутупа эп сана кансĕрлетĕп. Ман валли сан вăхăт çук та, - кÿренчĕклĕн сăмахларĕ Артем тутине тăсса.

Диана сумкине тенкел çине лартрĕ те шăллĕне çупăрласа илчĕ.

- Кăштах кĕтсем, Артем, манăн халĕ чăнах та пĕр вăхăт çук. Ак вĕренме кĕрсенех эп хама ирĕклĕ туятăп. Ун чухне эпир санпа кунĕпе кăна мар, çĕрĕ-çĕрĕпе юмах вулăпăр, тĕрлĕ ÿкерчĕксем тăвăпăр. Эпĕ вара тухтăр профессине алла илсен сана валли пĕрремĕш ĕç укçинчен пы-ы-ысăк парне илсе парăп, - терĕ пике шăпăрлана хавхалантарма ăнтăлса.

Пăсăк кăмăллă Артемăн пит-куçĕ тинех йăл-кулăпа çуталчĕ.

- Ур-ра! Мана аппа пысăк машина илсе парать! Унпа хамăр кас ачисем валли хăйăр турттарăп, - савăнăçлăн сиккелерĕ арçын ача йăл кулса.

...Пÿрте вĕçсе кĕме хăтланакан симĕс шăна пек, пĕр çăлтăр кантăк çинче сиккелерĕ. Диана ун çине куç илми пăхрĕ. Ак кайран çав çаврашка пĕр пĕчĕк пăнчăна çаврăнчĕ. Унтан эрешмен картисем пек çипсем унталла та кунталла вĕçме тытăнчĕç.

- Темшĕн мана ку ÿкерчĕк хамăр çемьене аса илтерет. Эпир те атте-анне çунатти айĕнчен çулсем иртсе пынăçемĕн çавнашкал саланатпăр вĕт-ха. Пичче тахçанах хулара тăрăшать, халĕ - манăн черет. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухиччен нумай тар тăкма тивет. Çапах та эпĕ хулара юратнă шăллăмсăр, Артемсăр, мĕнле пурăнатăп-ши? Çук, пуçа усмалла мар, ума лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртмелле. Вара маншăн аттепе анне кăна мар, пиччепе шăллăм та çав тери савăннă пулĕччĕç, - терĕ пике çаплипех çăлтăрсем çинелле пăхса выртнă май.

 

Луиза ВАСИЛЬЕВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.