Чăваш хĕрне качча илнĕ итальян
Пĕлтĕр Италие çитсе куртăм. Рим, Венеци, Флоренци, Пиза хулисенче пултăм, анчах унта пурăнакансен чĕлхине пĕлменрен çынсемпе калаçма май килмерĕ. Нумаях пулмасть çак халăх çыннипе Чăваш Енрех паллашрăм. Çĕнĕ Шупашкарта Итали журналисчĕ Массимо Рипани тĕпленнĕ. Ултă чĕлхепе калаçма пултараканскерпе вырăсла пуплерĕм.